Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Юрласа киленетĕп»

«Юрласа киленетĕп»

Юлашки вăхăтра концертсене чăвашла юрлакан çĕнĕ варкăш вирхĕнсе кĕчĕ: вулакана Виктор Гореловпа паллаштарасшăн. Социаллă тетел урлă çыхăнтăм та.

— Виктор, биографирен пĕр-ик сăмах.

— Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ эпĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ илнĕ. Паян усламçă ĕçĕпе тăрăшатăп. Çемьеллĕ, икĕ ача ашшĕ.

— Музыка инструменчĕсенчен мĕншĕн гитарăна суйласа илтĕн?

— Пĕчĕкренех гитара сасси кăмăла каятчĕ. Килте вылямалли, лăпкă, чуна çывăх инструмент. Пĕчченлĕхрен хăтăлмалли юлташ пекех вăл.

— Юрăсене епле хатĕрлетĕн?

— Сăвăсем хамах çыратăп, юрра хыватăп. Халăх умне тỹрех кăлармастăп — лайăх тишкерме тăрăшатăп. Аранжировщикпа сасă çыраканăн пулăшăвĕсĕр те май килместех.

— Сан юррусене чун витĕр шăранса тухнăскерсем тесе калас килет.

— Автор юррисем çапла çуралаççĕ пулĕ те. Пĕрремĕш юрă «Пăла» ятлăскер. Юхан шыв, хитре тавралăх, ачалăх, пĕрремĕш юрату… Тепри — «Усал хыпар». Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çывăх çыннисене халалланăскер. Анне çинчен çырни те пур.

— Музыка пĕлĕвĕ илнисем сирĕн йăхрах, тен, пулнă?

— Ун пеккисем çук, апла пулин те юрлама, купăс калама юратакансем вара пайтах. Кукамай балалайкăпа аван калатчĕ.

— «Музыкăсăр пурнăç çук» тенипе килĕшетĕн-и?

— Килĕшмесĕр! Искусствăн кирек хăш енĕ те — чун апачĕ. Кăмăл-туйăма çĕнĕ варкăш кĕртмеллех. Вăл хавхалану, çĕкленỹ кỹрет.

— Санăн юррусем хăш ỹсĕмрисем валли? Куракансем мĕнле йышăнаççĕ?

— Сцена çинче пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ. Вăрçса, помидорсемпе, чĕрĕ çăмартасемпе персе хăваласа ямарĕç (кулать — Авт.). Кăмăла кайрĕç пулинех юрăсем. Тавах куракана. Ачасем валли те, çулланнисемшĕн те çыратăп хайлавсене.

Сăвăсем те, юрăсем те çăмăллăнах çырăнаççĕ темелле, мĕншĕн тесен вăл ĕçе чун ыйтнипе тăватăп. Анне: «Ку санăн Турă панă талант», — тет.

— Юрăсене хăш студире çыртаратăн?

— Пĕтĕмпех пĕр вырăнта — Шупашкарти «ГОЛОС» сасă-çырав студийĕнче хатĕрлетпĕр. Аранжировщикĕ вара — Александр Павлов.

— Кашни çын пурнăçра телейлĕ пулмалла теççĕ. Эсĕ телейлĕ çын-и?

Çапла, эпĕ телейлĕ. Кашни куншăн савăнатăп, киленетĕп, хитрине, ыррине курма тăрăшатăп.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Тутарстан, Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code