Пятница, 19 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Чи лайăх провизор»

«Чи лайăх провизор»

Алина Александрова Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăра 2001 çултанпа вăй хурать. Вăл шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи хими факультетĕнче вĕреннĕ, каярах пĕлĕвне куçăмсăр майпа Хусанта тарăнлатнă. Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать аслă квалификаци категориллĕ провизор-технолог, шаннă ĕçе пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçлать. Ăшă чунлăскер коллективра та, халăх хушшинче те хисеплĕ.

Алина Алексеевна нумаях пулмасть республикăри аптекăсенчи провизорсен хушшинче иртнĕ ятарлă конкурсра палăрса «Чи лайăх провизор — 2023» ята çĕнсе илчĕ.

— Кирек хăш çитĕнỹ те коллектив туслă пулнинчен тата пĕрне-пĕри ăнланса пулăшса пынинчен килет. Эпĕ пĕрле ĕçлекенсене тата аптека ертỹçине Роза Молодовăна пысăк тав сăмахĕ каласшăн, — кăмăллăн пĕлтерет сăпайлă ĕçчен.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Алина Александрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code