Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Мускавра — чăвашсен Акатуйĕ

Мускавра — чăвашсен Акатуйĕ

Шăматкун ирпе ирех Мускаври «Сокольники» паркра чăваш кĕвви янăрарĕ. Çак кун Мускав тỹпине хупланă пĕлĕтсем часах çухалчĕç, сарă хĕвел Акатуй уявне хутшăннисем валли ăшшине шеллемерĕ.

— Эрнипех çумăр çурĕ, эсир уяр çанталăк илсе килтĕр, — тесе кĕтсе илчĕç пире Мускаври ентешĕмĕрсем.

Çак кун Чăваш Енри муниципалитет округĕсен представителĕсем тата сумлă предприятисем паркăн Фонтан лапамĕнче куравсем йĕркелерĕç. Чăваш Енĕн ал ĕç ăстисен ĕçĕсем, артисчĕсен юрри-ташши чăннипех те капăрлатрĕç уява.

Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсем чи малтанах чăваш культурине, йăли-йĕркине сăнлакан экспозицисемпе паллашрĕç. Акатуя театрализациленĕ курăну уçрĕ. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем çĕр ĕçченĕн йăли-йĕркине сăнларĕç çак кун.

— Паянхи Акатуй тĕрлĕ ăру çыннине пĕрле пухрĕ. Çав вăхăтрах Мускав хулин Правительствине чăваш наци культурипе, юрри-ташшипе, кухнипе, йăли-йĕркипе паллаштарма май туса пачĕ, — палăртрĕ Олег Алексеевич уява уçнă май. — Акатуй кĕрешỹ спорчĕсĕр иртмест. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче-октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисем иртĕç. Паянхи тупăшăва чемпионат умĕнхи хатĕрленỹ теме пулать.

Тĕрлĕ тăрăхран çитнĕ артистсем сцена илемĕ пулчĕç çак кун. «Чăваш Ен манăн чĕрере. Ачалăхăм Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра иртрĕ. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне кашни çулах хутшăнатăп. Ăна кăçалхи пек анлăн уявланине астумастăп», — палăртрĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Станислав Садальский.

Кĕрешỹçĕсем 4 виçе категорийĕнче тупăшрĕç. Елчĕксем хăйсем вăйлă пулнине Мускавра та çирĕплетрĕç. 70 килограмлă виçе категорийĕнче 6,1 шутпа Аслă Шăхальте çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Роман Иванов çĕнтерчĕ. 80 килограмлă виçе категорийĕнче Ĕпхỹ спортсменĕ Артур Зульканаев мала тухрĕ. 90 килограмлă виçе категорийĕн финалне чăваш спортсменĕсем çеç тухрĕç. Кунта та Елчĕк кĕрешỹçи — Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Евгений Абрамов çĕнтерчĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине Патăрьел округĕнчи Владимир Козлов тăчĕ.

«Сокольники» паркра кунĕпех чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ, пур çĕрте те чăваш чĕлхи илтĕнсе тăчĕ. Нацисен уçланкинче авалхи йăла-йĕркене сăнларĕç. Аслă Елчĕк кинĕпе Любовь Петрушкинăпа тата Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар округĕнчи Тутаркасси поселокĕнче пурăнакан Александра Павловăпа (сăн ỹкерчĕкре) тĕл пулма тỹр килчĕ кунта. Вĕсем курава хăйсен аллипе вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕн тумĕн капăрлăхĕсене тăратнă. Акатуй каçченех кĕрлерĕ. Уява чăваш кăкĕнчен тухнă ентешĕмĕрсем анчах мар, ытти наци çыннисем те çитсе курчĕç, ăмăртусене хутшăнчĕç. Вĕсем чăвашсемпе пĕрле савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç. Палăртма кăмăллă, Патреккелти Диана Максимова ачасен уçă фестиваль-конкурсĕнче палăрса I степень лауреат дипломне çĕнсе илчĕ. Вăл куракана «Кукамая» тата «Асаттепе асаннене» юррисемпе савăнтарчĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code