Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Пурте призерсем

Çĕрпỹ округĕн Чурачăкри «Урожай» стадионĕнче «Спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм Раççейри марафонĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ.

Республикăн кăнтăр округĕсенчен ГТО нормисене пурнăçлас тĕлĕшпе 13 команда вăй виçнĕ унта. Сывă пурнăç йĕркине юратакансем кашниех спортăн тăватă тĕсĕнче кăтартнă хăйсен вăй-халĕпе ăсталăхне.

Пĕтĕмлетỹ пирĕншĕн ăнăçуллă. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Мария Яковлева тата Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк) 2-мĕш, Роман Фомкин (Елчĕк) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Елчĕкри Портновсем — Денис Владимирович, Елена Николаевна тата вĕсен ывăлĕ Давид та çемье командисен йышĕнче пьедесталăн 3-мĕш картлашкине вĕçертменех.

Пушă вăхăта — усăллă

Каникул тапхăрĕнче ачасен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерни питĕ паха.

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн ĕçченĕсем ялти тата хуларан килнĕ ачасемпе кашни çулах тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Черетлĕ — «Эпĕ пурнăçа суйлатăп» спорт вăййинче пĕчĕкскерсем «Тĕрлĕ тĕслĕ çаврашкасем», «Чи пултарулли», «Аллуна пар», «Вăйлă пул» тата ытти конкурса хутшăнса тулли хавхалану илнĕ.

Çитес эрнере каллех пуçтарăнĕç ачасем. Мĕн кăсăкли кĕтĕ-ши вĕсене ун чухне?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code