Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Юррисем чуна çывăх

Юррисем чуна çывăх

Тăван Елчĕк енĕм паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — нумай çул культура тытăмĕнче тăрăшнă, паллă юрăç, сăвăç, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Николай Краснов. Вăл пиртен уйрăлса кайнăранпа 10 çул çитрĕ ĕнтĕ. Унăн юррисем вилĕмсĕрлĕхе çаврăнчĕç, халăх юратакан хайлавсем пулса тăчĕç. Вĕсене пирĕн патĕнче çеç мар, тĕрлĕ регионти чăвашсем те, çавăн пекех профессиллĕ юрăçсем те шăрантараççĕ паян. Шỹчĕсемпе сăввисем те халăха çывăх: чуна уçаççĕ, шухăша яраççĕ, малашлăха шанса, ĕненсе пурăнма чĕнеççĕ. Николай Иванович — икĕ кĕнеке, 20 ытла юрă авторĕ. Пирĕн хушăмăрта пулнă пулсассăн тата мĕн чул шедевр калăплатчĕ-ши?

Пултаруллă ентешĕмĕре халалласа Каркалар ялĕнче çак кунсенче Елчĕк муниципалитет округĕн «Николай Краснова асăнса» 2-мĕш уçă конкурсне ирттертĕмĕр. Унта хутшăннисене пурне те палăртас килет. Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор, Кĕçĕн Таяпари «Таябинка», Тỹскелĕнчи «Шуçăмпа» «Тускил», Аслă Таяпари «Самана», Çĕнĕ Эйпеçри «Хамăр ял», Аслă Пăла Тимешĕнчи «Пăла» ансамбльсем, Чăваш Тăрăмĕнчи Блиновсен çемье дуэчĕ, Иван Шурбин (Елчĕк), Леонид Колсанов (Кĕçĕн Таяпа), Петр Макаров (Энтепе), Валерий Шадриков (Таяпа Энтри) хут купăсçă-юрăçсем композиторăн хайлавĕсене пĕтĕм чун-хавалпа янраттарчĕç. Кăçал хăнасем — Комсомольски округĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк тата Хырхĕрри ялĕсенчи «Палан», Тутарстанри Кайпăç районĕнчи Вырăс Каркаларĕнчен килнĕ «Сударыня» ушкăнсем те питĕ пуянлатрĕç программăна. Туслă та хăнасене тарават Каркалар халăхĕ мероприятие хутшăнакансемпе пĕрле вăйă картине тăчĕ, Юрий Кашкăр, Сергей Барановпа Наталья Шавкина юрланă май вара çăмăл ташша куçрĕ…

Округ центрĕнчен аякра вырнаçнă ялта культура çурчĕ те тахçанах çук ĕнтĕ. Çавăнпа та çынсем пурне те пĕрлештерекен çакăн пек уяв туса панăшăн питĕ кăмăллă юлчĕç. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн начальникĕ Лариса Ильина унăн тăсăмĕ пулассине те пĕлтерчĕ. Ял хастарĕсене, вĕсем сахаллăн та мар, Тав хучĕсемпе чысларĕ. Валерий Егоровичпа Нина Даниловна Игнатьевсем вара çемье чăмăртаннăранпа 55 çул çитнĕ май хаклă парнене тивĕçрĕç.

Н.Краснов юрри-кĕвви вăл кун аякрисене те йышлă пуçтарчĕ. Яла отпуска килнĕ техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Сергей Алатырев сăмах каламасăр пултараймарĕ, мĕншĕн тесен вăл Николай Ивановичпа пĕр класра вĕреннĕ. Унăн юрă-кĕвĕпе çывăхланасси ачаранах паллă пулнă иккен. Шỹтлесси, кăмăл уçăлăхĕ кайран та сыхланса юлнă.

Светлана ПОНКРАТЬЕВА,
Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code