Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханăр! Африка мурĕ

Асăрханăр! Африка мурĕ

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи «Исток» çĕр ĕç фирмин сунар хуçалăхĕнче персе пăрахнă хир сыснин анализне илнĕ хыççăн чĕр чун Африка мурĕпе чирлĕ пулни палăрнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кунта халĕ карантин йышăннă. Ялсем хушшинче блок-постсем йĕркеленĕ, сунар хуçалăхне кĕмелли çулсене пỹлнĕ. Хăрушă чире тĕп тăвассипе ятарлă ушкăн ĕçе пикеннĕ…

Сыснасен Африка мурĕн вирусне çĕнĕрен те çĕнĕ регионсенче тупса палăртни çак чирĕн сарăлас хăрушлăхĕ пысăк пулни çинчен калать. Апла пулсан, унран асăрханасси тата сыхланасси ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те, килти хушма хуçалăхсенче те малти вырăнта пулмалла.

Чир килте усракан сыснасене тата хир сыснисене кирек хăш ỹсĕмре те ерме пултарать. Унăн пуçаруçисем — чирлĕ е чирлесе ирттернĕ сыснасем. Вирус сарăлмалли тĕп çул-йĕр выльăх апачĕ, апат-çимĕç каяшĕ, выльăхсем турттарнă чухне вĕсен каяшĕпе вараланнă транспорт хатĕрĕсем тата ытти те пулса тăраççĕ. Чир пуçаруçисен шутĕнче кайăксем, килти тата тискер чĕр чунсем, кăшлакан чĕр чунсем тата асăннă чирпе чирлесе вилнĕ выльăхпа çыхăну тытнă ытти паразитсем те пулма пултараççĕ. Сыснасен Африка мурĕ çыншăн хăрушлăх кăларса тăратмасть. Пĕтĕм хăрушлăх — экономика тăкакĕнче. Çак чир пырса кĕнĕ çăл куçран 20 çухрăмлă радиусра сыснасене юн кăлармасăр пĕтерес ыйту тухса тăрать.

Хир сыснисем çак вирусăн тĕп резервуарĕсем пулса тăраççĕ. Чирлĕ сыснан организмĕнчен унăн вирусĕ юнпа, каяшпа, шăкпа, сăмсари йăлмакапа, сĕлекепе тухать. Инфекци çавăн пекех хир сыснисем çỹренĕ улăх-çаранта та, вăрманта та пулма пултарать. Ку чирпе чирлĕ выльăхсен ытларах пайĕ вилет.

Чирĕн инкубаци тапхăрĕ 2 кунран пуçласа 22 талăка çити тăсăлма пултарать. Чир хăвăрт та, ерипен те аталанать. Ытларах чухне чирленĕ сысна 7 талăкран вилет. Чир пуçлансан ỹт температури 41-42 градуса çити ỹсет. Çавăнпа пĕрлех выльăхăн канăçлăхĕ ỹсет, вăл ытларах выртать, апат çимест е наяннăн çиет. Унăн утти вăйсăрланать, сывлавĕ кĕскелет, выльăх хашкаса сывлама пуçлать. Ỹчĕ тĕллĕн-тĕллĕн кăвакарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, сăмсаран юн кайма пуçлать. Выльăха тытса пăрахнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Чирленĕ сысна амисем çура пăрахаççĕ.

Кашни фермăра сыснасене биркăласа паллă тăвассине, ветеринари тĕлĕшĕнчен пăхса тăрассине çирĕп пăхăнса пымалла.

Çỹлерех каланисене пĕтĕмлетсе çакна аса илтеретĕп:

  • сысна фермисене хупă йĕркепе тытмалла;
  • сыснасене витерен кăлармалла мар тата пĕр хуçалăхри выльăхсене тепĕр хуçалăхри сыснасемпе пĕрлештересрен сыхланмалла;
  • ветеринари докуменчĕсене пăхса сывă сыснасем туянассине малти вырăнта тытмалла;
  • хуçалăха çĕнĕрен килнĕ сыснасене 30 кун карантинра тытмалла;
  • сыснасене ятарлă вырăнсенче çеç пусса тирпейлемелле;
  • сыснасемпе хир сыснисен ашне ветсанэкспертиза тумалла;
  • вĕсене тытакан пỹлĕмсене тăтăшах сăвăссемпе юн ĕçекен ытти хуртсенчен тасатса тăмалла;
  • сысна сарайĕсене шăшисемпе йĕкехỹресенчен тасатассипе ĕçлемелле;
  • вăхăтран вăхăта дезинфекци ирттерме хуçалăхра препаратсен саппасне тытмалла;
  • выльăх апатне чир тĕлĕшĕнчен таса регионсенчен анчах туянмалла;
  • ял тăрăхĕнче миçе сысна пулнине çирĕп учетра тытса пымалла;
  • сыснасем чирленĕ е вĕсем вилнĕ тĕслĕхсем пулсан вĕсем пирки çийĕнчех округри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцие пĕлтермелле: килсе каламалла е 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа систермелле.

Асăннă хăрушă чир пирĕн пата килсе ан кĕтĕр тесен маларах каланисемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче тата килти хушма хуçалăхра тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тумалла. Ăна пурнăçласан çеç эпир округ территорийĕнчи сыснасен пуçне сыхласа хăварма тата экономика тĕрекне упрама пултарăпăр.

Сăмах май каласан, Африка мурне сиплеме май çук, выльăха вĕлерсе тĕп тумалли анчах юлать. Хăрушă чиртен хỹтĕленмелли вакцина та хальлĕхе шутласа тупайман-ха.

Д.БАЙМУШКИН,
округри ветеринари станцийĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code