Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул формисем темĕн тĕрли

Шкул формисем темĕн тĕрли

Елчĕке кирек епле ĕçпе килсен те Алена Васильева уйрăм предпринимателĕн «Уют» салонне кĕрсе тухма вăхăт тупатăпах. Ытти нумай кил хуçи хĕрарăмĕ те çапла каласса пĕлсе тăратăп. Мĕншĕн тесен кунта нумай кирлĕ япала туянма пулать: чỹрече карри çĕлемелли тĕрлĕрен чĕнтерпе ытти пусма-тавар, ачасемпе хĕрарăмсем, çамрăксем валли модăллă çи-пуç тата ыт.те. Юлашки çулсенче вара «Уютра» шкул ỹсĕмĕнчи хĕр ачасемпе арçын ачасем валли шкул формисем те сутма тытăннине районта пурăнакан нумай çын ырласа калаçнине илтме пулать. Пирĕн çемье те çав шутрах.

Хальччен Елчĕкри нихăш лавккара та ятарласа шкул кĕписем сутнине астумастăп. Пирĕн 3 ача: пĕр ывăлпа икĕ хĕр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен ятарласа машина тытса Канаша е Шупашкара шкул валли çи-пуç туянма каяттăмăр çемйипех. Хальхи ача-пăча ашшĕ-амăшĕ суйласа панă тавара килĕштермессе те пултарать. Тепĕр енчен илсен, тăхăнса, виçсе пăхса, хăйсен кĕлеткине килĕшекеннине туянни аванрах та ĕнтĕ.

Хулана каяс вăхăта малтанах палăртса хураттăмăр, тепĕр чухне çывăх мар çула тухма май килтерейменни те пулнă, çапла вара унта каяссине тепĕр куна куçараттăмăр. Ку енĕпе илсен, халĕ питĕ çăмăл. Кирек хăш кун, Елчĕке тухса кĕме вăхăт та нумай иртмест, кай та туян хăвна килĕшекен кирек хăш çи-пуçа. Темиçе кун каялла анчах хăнăхнă йăлапа çемйипех «Уютра» пултăмăр. Пĕрре килсе ачасене мĕн кирлине пĕтĕмпех туянтăмăр. Салон шкул çи-пуçĕпе тулса ларнă тейĕн. Мĕн тĕрлĕ кĕпе-юбка, саппунсем: хури, шурри, блуза-водолазка, костюм-жилет, шăлавар çук-ши кунта? Пĕтĕм размер пур. Пĕри тепринчен илемлĕ, пурте пирĕн çине пăхнăн туйăнаççĕ. Татьяна сутуçă-консультант та пире тараватлăн кĕтсе илчĕ. Шкул кĕписен хакĕсемпе паллаштарнă май вĕсен пахалăхĕ пирки каласа кăтартрĕ.

— Хальхинче хăвăра килĕшекенни тупаймасан та ан пăшăрханăр, çак кунсенчех вĕсене тепĕр ушкăн кỹрсе килмелле. Ун чухне те тупса илме пулĕ, — терĕ вăл.

Ача чухне шкул кĕпине хам та пит килĕштереттĕм, ăна хывмасăр çỹрес килетчĕ. Ачасем те туяннă япаласене пурне те килĕштерчĕç, питĕ савăнчĕç.

Д.ЕВДОКИМЕНКО,
тавар туянакан, 3 ача амăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code