Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Татах каяс килет»

«Татах каяс килет»

Елчĕкри централизациленĕ клубсен тытăмĕн методисчĕ, сăвăç-композитор Юрий Петухов (Кашкăр) — нумай юрă авторĕ. Юлашки вăхăтра вăл патриотизм тематики енне сулăнни палăрать.

Иртнĕ уйăхра эстрада юрăçи Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан чăвашсем патĕнче пулса килнĕ май, унран кĕске интервью илтĕмĕр.

— Юра, аякка тата лăпкă мар вырăна каяс шухăш епле çуралчĕ сан?

— Паянхи çĕршыв хỹтĕлевçисене халалласа икĕ юрă çырни пур манăн. Пĕрне, «Манăçми салтака», Олеся Яковлева хăйĕн репертуарне кĕртнĕ. Вăл каланă тăрăх, Шупашкарта ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă салтаксен арăмĕсен ушкăнĕ пур. Вĕсем те ыйтаççĕ иккен çак темăпа юрăсем хывма.

Тĕрĕссипе, япалана хăвăн куçупа курмасан пур пĕрех туллин пулса пĕтмен, темĕн çитмен пек туйăнать. Кунта та çавах: юрă туллин калăпланмасть.

Ман шухăша илтнĕ пекех, пĕр кунĕнче ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнчен шăнкăравларĕç: «Донбаса концертпа каяс кăмăл çук-и?» — терĕç.

Килĕшрĕм. Тĕп хуламăртан гуманитари пулăшăвĕпе каякан «фурăсемпе» çула тухрăмăр.

— Çĕнĕ вырăнта мĕнле унта?

— Таганрогра таможня витĕр тухрăмăр. Чикĕ леш енче пачах урăхла, сăмахпа палăртма çук туйăм. Сывлама кансĕр. Мариуполе çитсен тиевĕн пĕр пайне унта пушатрăмăр. Урамра никам та çук. «Мĕн чухлĕ юн юхнă çакăнта» текен шухăш пуçран тухмасть.

— Миçе концерт патăн?

— Пĕтĕмпе иккĕ. Малтан Запорожьери Бердянск çывăхĕнче. Вăрманта, передовойĕнчен 18 çухрăмра. Хăрушсăрлăхпа çыхăннăран аппаратурăпа усă курман, гитарăпа кăна юрланă. Чăвашсен полкĕ унта. Елчĕк, Аслă Елчĕк ачисемпе курса калаçрăм. Новоазовскра хамăр ял — Лаш Таяпа çамрăкĕпе тĕл пулни те пысăк телей пулчĕ.

«Гастрольте» çĕнĕ юрă та çуралчĕ — «Пирĕн çĕнтерỹ» ятлăскер:

…Алла пăшал пĕçерет,
Юлташ-çурăм хỹтĕлет.
Хăтарать, çăлать бронежилет.
Хăратать малтан кăна,
Çухатсан çеç юлташа
Шăлпа татма хатĕр тăшмана…
Юрă премьерине кăмăллăн йышăнчĕç салтаксем, тав турĕç.

— Салтаксен кăмăл-туйăмĕ еплерех унта?

— Çуралнă çĕршывшăн тунсăхланине пытармаççĕ вĕсем. Чăваш юррисене итленĕ май пит-куçĕсем тарăн шухăша путнăн туйăнаççĕ. Анчах хăрани çук. «Çĕнтеретпĕрех!», — теççĕ вĕсем калаçура. Концертра çирĕплетнĕ аудитори пулмарĕ: пĕрисем килеççĕ, теприсем каллех — передовойне.

— Юра, Чăваш Ене миçе кунтан çаврăнса килтĕн?

— Лере икĕ талăк кайрăмăр, каялла — 18 сехетре. «Фура» водителĕ, çамрăк чăваш, питĕ чăркăшскер пулчĕ. Ăна пулах (ку вăл уйрăм тема) манăн тăватă куна юлма тиврĕ. Юрать-ха, Бердянскра чăваш строителĕсем ĕçлеççĕ те, вĕсемпе «Грантăпа» ларса килме май килчĕ.

— Пĕтĕмĕшле мĕнле, кăмăллă-и кайса килнипе?

Паллах. Нумаййине хам куçпа курса ĕнентĕм. Çакă мана тарăн шухăшлă юрăсем çырма хавхалантарĕ. Çапах та чунра пур пĕрех канăçсăрлăх хуçаланать, татах каяс килет. Уйрăм халăх валли те, госпитальсенче те юрлас кăмăл пур.

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code