Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чăваш Енрен ку наградăна пĕрремĕш çын илнĕ

Чăваш Енрен ку наградăна пĕрремĕш çын илнĕ

РФ культура министрĕ Ольга Любимова Мускаври Пысăк театрта çĕршывăн культурине тỹпе хывнă 30 çынна чысланă. Ку йышра — литераторсем, режиссерсем, пултарулăх коллективĕсен илемлĕх ертỹçисем, артистсем, преподавательсем. Патшалăх наградине илнисенчен пĕри — пирĕн ентеш Анатолий Аринин. Вăл — поэт, çыравçă, композитор, мусăкçă, психолог, философ, юрист.

Анатолий Николаевич РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн «Культурăри тата искусствăри ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Вăл — Чăваш Енрен кунашкал сумлă наградăна илнĕ пĕрремĕш çын.

— Раççей Президенчĕ Владимир Путин манăн ĕçе çавнашкал хакланăшăн тав тăватăп. Ку маншăн — пысăк чыс. Çак наградăна Ольга Любимова пани уйрăмах кăмăллă, — сцена çинчен çапла каланă Анатолий Николаевич.

Александр Аринин Çĕмĕрле хулинче çуралса ỹснĕ. Пĕтĕм пултарулăхĕ кăмăл-сипете вăратассипе çыхăннă. Тăван çĕршыва юратни чи малти вырăнта тăрать. Вăл ЧР писательсен союзĕн правленийĕн членĕ. Вăлах тĕрлĕ общество организацине пуçарнă, вĕсене ертсе пырать. Ку йышра — «Дансрок-капелла» ВИА, Кăмăл-сипет академийĕ, Пултарулăх пуçарăвĕсен комитечĕ. Унсăр пуçне — Мускаври финанспа юридици университечĕн регионти представителĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Вăл республикăшăн кăна мар, Раççейшĕн те сахал мар усăллă ĕç тăвать. 20 тĕрлĕ кĕнекине кун çути панă, поэзи, проза пуххисем, публицистика, ăслăлăх статйисемпе монографисем. Вăл 3 пин ытла сăвă çырнă. Анатолий Николаевичăн хайлавĕсенче чи малта — патриотизм, граждан тата юрату, философи лирики. Уйрăмах Раççее тата Чăваш Ене, хăй пурăннă тата ĕçленĕ вырăнсене питĕ пысăка хурса хаклани палăрать хайлавĕсенче.

Сăн ỹкерчĕкре: Ольга Любимова Александр Аринина чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code