Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вакцинаци — чирсене асăрхаттарни

Вакцинаци — чирсене асăрхаттарни

Вакцинаци вăл — чирсене асăрхаттармалли, чир йывăррăн иртессине хирĕç кĕрешмелли тата çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăвармалли хăрушсăр меслет пулнине пĕлетпĕр.

Грипп — вирус чирĕ, вăл сывлав органĕсене хавшатать, чирлĕ çынран сывлăш-тумлам мелĕпе ерет. Грипп чирĕ йывăра кайсан ỹпке, бронх шыççине, юн тымарĕсен е тата чĕре тĕртĕмĕн шыççине, миме шыççине пуçарса яма пултарать. Çавăнпа грипп питĕ хăрушă чир шутланать.

Çав вăхăтрах грипа хирĕç кĕрешмелли вакцинăсем хăйсен вăйне те, хăрушсăрлăхне те кăтартса панă. Вăхăтра прививка туни вируса сарăлма памасть, харпăр хăйне те, юнашар пулакан çынсене те чиртен сыхлать. Паянхи кун тĕлне илсен, округра грипп чирĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăру лăпкă. Апла пулсан, грипран прививка тума кая юлман.

Тĕрлĕ вирус, инфекци сарăлнă вăхăтра прививка тунипе пĕрлех гигиена тасалăхне пăхăнмалла, çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене çỹреме тăхтамалла — чирлĕ çынсемпе хутшăнассинчен асăрханмалла. Хăвăр чирлерĕр е чирлĕ çынпа юнашар пулма тиврĕ пулсан, медицина маскине тăхăнма ан манăр.

Тĕрĕс те туллин апатланса иммунитета çирĕплетĕр, çителĕклĕ çывăрăр тата хусканусем тăвăр.

Çакна та аса илтеретпĕр: прививка тунисен 70-90 проценчĕ гриппа чирлемест — пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çапла çирĕплетет. Прививка тунă хыççăн чирленисем те чире çăмăллă чăтса ирттереççĕ.

Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code