Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçпе сумлă санăн яту

Ĕçпе сумлă санăн яту

Республика шайĕнче палăрнă, нумай çул пысăк должноçсенче тимлекен Çĕнĕ Пăвари Викторовсен ачисем — Олег Николаевич тата Владимир Николаевич çинчен округ хаçатĕнче çырни, хутран-ситрен пулин те, тĕл пулать. Анчах вĕсен хĕрĕ, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи пулса ĕçлекен Олимпиада Николаевна Ананьева пирки хаçатра сăмах хушманпа пĕрех. Хальхинче ун пирки аса илме те сăлтав тупăнчĕ. Нумаях пулмасть ăна Мускавра савăнăçлă лару-тăрура чысланă: В.Путин Президент Указĕпе килĕшỹллĕн çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пархатарлă ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.

Тивĕçлĕ ĕçшĕн — тивĕçлĕ награда. Олимпиада Ананьева нумай енĕпе — «пилотлă проектсене» пурнăçлассипе, укçа-тенкĕ юхăмне йĕркелесе пырассипе… лайăххисен ретне йышăннă регионти казначейство органне 2012 çултанпа ертсе пырать. Республика шайĕнчи пĕр пĕтĕмĕшле пысăк коллективпа ăнăçлă ертсе пыракан пирĕн ентешĕмĕре куç тĕлне туса хисепленине, унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланине черетлĕ награда та уççăнах çирĕплетсе парать.

Экономика тата ял хуçалăхĕнчи ĕçе йĕркелес енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ Олимпиада Николаевна карьера картлашкипе тăруках хăпарман. Унăн ĕç кĕнеки Патăрьелĕнчи патшалăх банкĕнче кассир пулса ĕçленинчен çырăнма пуçланă. Пĕр вăхăт кунти «Сельхозхими» пĕрлешỹре ĕçе йĕркелесе нормăлассипе тимлекен аслă инженерта вăй хунă. Шупашкара куçса килсен те патшалăх банкĕн уйрăмне ĕçе вырнаçнă: малтан — бухгалтер, каярахпа — аслă бухгалтер. Шут ĕçĕнчи ăсталăхĕ ỹссе пыни мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн чун-чĕрине хавхалану кỹрсе тăнă. Çирĕп кăмăллă, хăюллă пулни вара малалла аталанма, ăнтăлма хистесе тăнă. Агропромбанкăн регионти филиалĕнче аслă бухгалтер, экономист, аслă экономист, тĕп бухгалтер çумĕ, «СБС-АГРО» АКБ ОАОн регионри филиалĕнче пай пуçлăхĕ, ун хыççăнах управлени начальникĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта та ăна ĕçтешĕсем анлă тавра курăмлă ăста специалист пулнипе анчах мар, ăшă кăмăллă, çын нушине ăнланакан тата кирек хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсса пама хатĕр çын пулнăшăн хисепленĕ.

Олимпиада Николаевна казначействăна ĕçлеме куçиччен 11 çул (2001-2012 çулсенче) ВТБ банк филиалĕнче тĕп специалист, шалти контроль ушкăнĕн ертỹçи, филиал управляющийĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.

…Олимпиада Ананьева епле ĕçлĕ çын пулсан та, ĕçри шухăшсене киле илсе таврăнма тăрăшмасть. Мĕншĕн тесен вăл хĕрарăм-çке, килте чухне, вăхăтлăха пулин те, ертỹçĕ пулни çинчен те манса каймаллине ăнланать. Апла мар пулсан, çывăх çынсем мĕн калĕç?

— Вĕсенчен хакли урăх кам пултăр! Çирĕп те тĕреклĕ çемье — чи хаклă пуянлăх, çирĕп тĕрев, — тет вăл яланах.

Ырă вăрлăхран çитĕннĕ çимĕç урăхла пулма пултараймастех ĕнтĕ. Викторовсем хăйсен ачисене çапмасăр, вăрçмасăр тĕрĕс воспитани панă. Люся аппа мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Хăйне мĕнле йывăр килсен те пурнăçа ỹпкелесе нăйкăшман вăл, çирĕп кăмăллă, мал ĕмĕтпе пурăннă. Ачисене те çапла пулма хăнăхтарнă. Луиза Витальевнăна Турă пăрахман, Турă пулăшнипе вăл халĕ те çирĕп ăс-тăнлă. Кирлĕ пулсан, хăйсем те ашшĕ, амăшĕ пулнă ывăлĕсемпе хĕрне сĕнỹ-канашпа пулăшма пултарать.

Олимпиада Николаевна мăшăрлă пурнăçра икĕ ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анчах Николайпа Алексей амăшĕ пек шут ĕçченĕ мар, вĕсем иккĕшĕ те Олег тата Владимир куккăшĕсем, кукашшĕ — Виталий Германович Германов пекех — тухтăрсем.

…Тепĕр чухне çуралса ỹснĕ тăван ялне те мăшăр çунат хушса вĕçсе çитесси килет унăн — амăшне курма. Амăшĕпе кашни кун тенĕ пекех телефонпа шăнкăравласа калаçать пулин те вăл Ольга хĕр пĕрчийĕшĕн (Луиза Витальевна ăна ачаран çапла чĕнме хăнăхнă) тунсăхланине, ăна ирĕн-каçăн кĕтнине пĕлсе тăрать…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code