Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи пĕчĕк ĕç укçи ỹсет

Чи пĕчĕк ĕç укçи ỹсет

РФ Патшалăх Думи юлашки виççĕмĕш вулавпа чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ỹстересси пирки калакан саккун йышăннă.

Саккунпа килĕшỹллĕн 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçин виçи 19 пин те 242 тенкĕпе танлашĕ. Ку вăл кăçалхинчен 18,5 процент пысăкрах.

Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин ăнлантарса панă тăрăх, чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 18,5 процент ỹстерме Владимир Путин президент хушнă. «Пĕлтерĕшлĕ йышăну, вăл çынсене хỹтĕлеме пулăшĕ, тупăшсене ỹстерĕ. Асăннă хушăва пурнăçа кĕртнĕ май 4,8 миллион çыннăн ĕç укçи ỹсĕ», — тенĕ вăл.

Кунсăр пуçне вăхăтлăх ĕçлейменнипе, хĕрарăмсене çие юлнипе тата ача çуратнипе паракан пособисен, больничнăйсен, социаллă страхованин обязательнăй ытти тỹлевĕн виçи те чи пĕчĕк ĕç укçи шайĕпе çыхăннă.

Хальхи вăхăтра чи пĕчĕк ĕç укçи 16 пин те 242 тенкĕпе танлашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code