Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккун ыйтнă пек татса панă

Саккун ыйтнă пек татса панă

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе округ администрацийĕ çумĕнче çирĕплетнĕ административлă комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне комисси членĕсемпе пĕрле вырăнти территори пайĕсен ертỹçисем те хутшăнчĕç.

Унта Тăрмăшри С. пĕр ялтах пурăнакан П.тĕлĕшпе вырăнти полици пайне шăнкăравласа пĕлтернĕ ыйтăва уçăмлатнă. Çапла майпа комисси членĕсен П.гражданин административлă право йĕркине пăсни çинчен çырнă протокола («Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшỹллĕн) пăхса тухса тивĕçлĕ мера йышăнма тивнĕ.

(Хамăр корр).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code