Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çапла пулмашкăн ăна чунĕ ыйтать, чĕри хушать…

Çапла пулмашкăн ăна чунĕ ыйтать, чĕри хушать…

Ентешĕмĕр — Шупашкар округĕн больницин тĕп тухтăрĕ, унсăр пуçне, тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăр нумай çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса халăх шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларакан, маларах темиçе хутчен район, хула депутатне суйланнă тата ытти нумай обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан Владимир Николаевич Викторов тăван тăрăхра тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçатăн Çĕнĕ çул уявĕн тĕпелĕнчи сумлă хăни пулма, чăннипех, тивĕçлĕ.

Владимир Викторовăн ĕç биографийĕ те çак больницăран пуçланнă. 1991 çулта И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк малтан тухтăр-интернра тăрăшнă. Ун хыççăн шăл тухтăрĕ, ĕçри ăсталăхĕ туптанса пынă май ăна ортопеди уйрăмĕн заведующийĕ, райстоматолог пулма çирĕплетнĕ, пĕр вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи медицина институтĕнче ортопедипе стоматологи кафедринче клиника ординаторĕ те вăл.

Тухтăр профессине чун-чĕри ыйтнипе суйласа илнĕ çирĕп кăмăллă Владимир Викторов кашни хутĕнчех хăй умне пысăкран та пысăк яваплăх илнĕ. Мĕн палăртни пурнăçа кĕрсе пыни вара умри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлма хистесе пынă. ЧР Сывлăх сыхлав министерствин сĕнĕвĕпе 2004 çулта ăна Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕ, ун хыççăн пĕр тытăмри тĕп учрежденин («Городская стоматологическая поликлиника») тĕп тухтăрĕн çумĕ, каярахпа тĕп тухтăр пулма çирĕплетнĕ. 2017-2019 çулсенче — Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ, министр пулнипе пĕр вăхăтрах Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ те пулнă вăл. Владимир Викторов — медицина наукисен кандидачĕ, тухтăрсен пĕлĕвне ỹстерекен институтри стоматологи, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи ортопеди стоматологийĕн тата ортодонти кафедрисен доценчĕ.

Пирĕн ентеш кирек ăçта ĕçлесен те пуçаруçă, ăста йĕркелỹçĕ, чăн-чăн хуçалăх çынни пулнипе палăрать. 2020 çулта Шупашкар округĕн больницин тĕп тухтăрĕ пулса ĕçлеме тытăннă малтанхи тапхăртанах, коронавирус пандемийĕ алхаснине пăхмасăр, тĕрлĕ объектсенче анлă реконструкци ĕçĕсене йĕркелесе яма теветкеллĕх çитернинчен ун чухне нумайăшĕ тĕлĕннĕ те, паллах. Тĕп тухтăр иртнине аса илсен халĕ те ассăн сывлать. Больницăра шăпах юсав ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăтра Сывлăх сыхлавĕн министерстви Шупашкар округĕнчи больницăра 185 вырăнлă ковид-госпиталь уçма йышăннă. Урăхла май пулман, мĕншĕн тесен ковидпа чирлекенсен хисепĕ тăруках ỹссе кайни çакăн пек васкавлă йышăнусем тума хистенĕ ĕнтĕ.

— Хăрушă чирпе кĕрешнĕ чухне виçĕ тапхăр ковид-стационар пек ĕçлерĕмĕр, вăхăт-вăхăтпа чирлисен йышĕ 250 çынна та çитрĕ, — тесе аса илчĕ Владимир Николаевич.

Сиплев учрежденийĕ коронавируспа чирленĕ республикăри пур хулапа район çыннисене, вырăн çитнĕ таран, йышăннă. Лару-тăру калама çук кăткăс пулнă вăхăтра та кунти персонал пациентсемпе тимлĕ пулнă. Кỹкеçри больницăра выртса чиртен сипленнĕ Елчĕк çыннисенчен те медицина ĕçченĕсем çинчен ырăпа анчах аса илнине темиçе хутчен илтме тỹр килнĕ.

Анлă реконструкцие «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçлама палăртнă. Анчах больницăри лару-тăрăва тĕплĕн пĕлсе тăракан ертỹçĕ юсавпа строительство ĕçĕсене пикениччен пациентсемшĕн, медицина ĕçченĕсемшĕн те меллех мар хăш-пĕр çитменлĕхсенчен хăтăлма кирлине ăнланнă. Чирсене диагностика тăвакан вырăн çуртăн аялти хутĕнче пулнăран, чылай чухне пациентсене иккĕмĕш хутра йышăнакан тухтăр травматологсемпе хирургсем патне темиçе хутчен те анса-хăпарасси самаях пысăк чăрмав кăларса тăратни куç кĕретех пулнă. Çакна шута илсе тухтăрсем йышăнакан тата операци пỹлĕмĕсене аялти хута, рентген уйрăмĕпе юнашар вырнаçтарнă.

Ун хыççăнах поликлиникăна тĕпрен юсанă. Кунта хамăр та пулса курнă. Тĕп хулари чи лайăх медицина учрежденийĕсенчен пĕрре те кая мар кунта. Лифт хуçалăхне тĕпрен çĕнетнĕ: поликлиникăра халĕ тата икĕ лифт ĕçлет, кунта подъемник — хăпарткăч та вырнаçтарнă.

— Больница территорине хăтлăлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Çулсене анлăлатрăмăр, çакна кура халĕ автомашинăпа тỹрех лифт патне çитме пулать.

Поликлиникăра перекетлĕ производство принципĕ вăя кĕчĕ. Пур медицина учрежденийĕ те пациентсемшĕн, кунта ĕçлекенсемшĕн те меллĕ пулмалла. Çакна шута илсе эпир малтан поликлиникăна пыракан пациентсен маршрутне тĕплĕн шута илсе тишкерни уйрăмсемпе пỹлĕмсене тĕрĕс вырнаçтарма май панине çирĕплетсех калама пултаратăп. Кашни подразделени валли уйрăм тĕс суйласа палăртрăмăр. Халĕ поликлиникăна пыракан пациентсем тĕс пулăшнипе хăйсене кирлĕ пỹлĕмсене çăмăллăн шыраса тупаççĕ, — тесе малалла каласа кăтартрĕ тĕп тухтăр.

Ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те пурте куç умĕнче. Вĕсенчен пĕри — виçĕ тапхăрпа юсама йышăннă котельнăй. Пĕрремĕш тапхăрта — иртнĕ çул ăшă трассине çĕр айне вырнаçтарса хăварнă, кăçал вара хута янă. Çĕнĕ котельнăй тăвас ыйтăва Чăваш Республикин Правительствин шайĕнче пĕр сăмахсăрах татса панă — резерв фондĕнчен 122 миллион тенкĕ уйăрса панă. Чă-чăн савăнăç, пысăк çитĕнỹ те çакă. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех туса лартнă котельнăй нушана анчах пулнă. Ăна хĕл варринче чарса лартса юсама тивнĕ, унтан малалла ĕçлеттернĕ — тепре юрăхсăра тухиччен. Нуша курнисĕр пуçне, тăкакĕ мĕн чухлĕ тата? Çĕнĕ котельнăйри пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ, диспетчер служби сăнаса-пăхса тăрать. Владимир Викторов палăртнă тăрăх, виççĕмĕш тапхăрта унчченхи кивĕ котельнăй çуртне юсанă хыççăн унта ĕç сыхлавĕн пỹлĕмĕпе вĕрентỹ класне, васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмне вырнаçтарасшăн, архива та унта куçарасшăн.

Больница картишĕнче халĕ йывăç пураран хăпартса лартнă часавай та пур. Ылтăн тĕслĕ купол çинчи хĕрес çине тинкерсе пăхатăн та — вăл чуна çутатса ăшăтнине туйса тăратăн. Туррăн ирĕкне мала хуракан, чиркỹ кĕллисене хутшăнма та вăхăт тупакан Владимир Викторовăн ăс-тăнĕнче вара çак шухăш — больница территорийĕнче кĕлĕ тумалли вырăн уçасси — малтанах тĕвĕленнĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче реанимаци чỹречи умĕнче пĕр хĕрарăм куççулĕпе кĕлĕ тунине хăй куçĕпе курни те асĕнчен тухман. Çакăн хыççăн темиçе кунтанах вăл хулан тĕп архитекторĕ пулса ĕçленĕ Сергей Лукияновпа тĕл пулнă, часавай тăвасси пирки сăмах пуçарнă. Архитектор унăн шухăшне ырланă, пулăшма та пулнă. Ун хыççăн Владимир Николаевич вырăнти чиркỹ настоятелĕпе калаçнă, Савватий Владыка патне çитсе часавай лартма пил илнĕ. Çак шухăша больница коллективĕпе пациентсем, Шупашкар округĕнче пурăнакан ытти çынсем — пурте ырласа йышăннă. Турă пулăшнипе Лука святитель ячĕпе часавай çĕклесе лартнă. Лука архиепископ — çар хирургĕ. Сăмах май, Владимир Викторовăн кукашшĕ — Виталий Германович Германов та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çар тухтăрĕ пулнă. Хальхи вăхăтра та нумай медицина ĕçченĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен пурнăçне çăлса хăварассипе тимлет.

Канăç мĕн иккенне пĕлмен Владимир Викторов коллективпа канашласа малашне пурнăçлама палăртнă ырă ĕçсем тата та пур. Вĕсенчен пĕри — çар медицина ĕçченĕсене сума суса больница территорийĕнче палăк вырнаçтарасси тата вĕсен ячĕпе аллея уçасси…

— Больницăри юсав ĕçĕсем çакăнпа анчах вĕçленмĕç, малашне стационарти пур уйрăма та хальхи вăхăт ыйтнă пек тĕплĕ реконструкци тăвăпăр, — терĕ тĕп тухтăр.

Пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех унăн. Депутат тивĕçне пурнăçланă май, çынсем ун патне тĕрлĕ ыйтупа тухаççĕ. Халăх шухăшĕ тĕрĕс пулнине çирĕп пĕлсе тăракан Владимир Викторов çынсем каланине малти вырăна хурать, нумай чухне вĕсен сĕнĕвĕсемпе канашĕсем усăллă та тĕрĕс йышăнусем тума пулăшаççĕ.

Сăлтав тупăннипе усă курса Владимир Викторов ентешĕсене — Елчĕк тăрăхĕн хастар çыннисене Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен Раштав уявĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламланине пĕлтерчĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, мирлĕ тỹпе сунчĕ. Хăй калашле — «Çапла пултăр!»

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code