Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Паллашăр: ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем

Паллашăр: ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем

Малтисен ретĕнче

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Анастасия Константинова — пĕтĕм енĕпе ырă тĕслĕх. Вăл вĕренỹре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен округри тапхăрĕнче призерсен йышне кĕчĕ, спорт ăмăртăвĕсенче те пултаруллă. Унăн ỹнер ĕçĕ енне те туртăм пысăк та, ку тĕлĕшпе регион, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче пĕр хутчен мар лауреат пулса тăнă. Маттур хĕр ача волонтерсен юхăмĕн хастарĕ те.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятне Анастасия Константинова кулленхи çитĕнỹсемпе, ăнăçуллă ĕçсемпе çирĕплетет.

Тĕрлĕ енлĕ аталанакан

хĕр ача теме пулать Дарья Мулгачева пирки. Вăл та Кушкă шкулĕнчен. Халĕ 9 класра пĕлỹ илекенскер, ача садне çỹренĕ чухнех юрлама юратнă. Елчĕкри искусство шкулне лайăх паллăпа пĕтернĕ вăл. Аслă Пăла Тимешри клубра иртекен концертсене, округри фестиваль-конкурссене хастар хутшăнса тĕрлĕ степеньлĕ лауреат дипломĕсене те тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри тата халăхсем хушшинчи пултарулăх тупăшăвĕсенче те хăйĕн ятне пĕлтернĕ.

Вĕренỹ ударници республикăри «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Волонтер та. Пушă вăхăтра вулама, ỹкерме юратать.

Марина ШАВКИНА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Маттур каччă

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пĕлỹ илекенсем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине йышлăн тивĕçеççĕ. Кăçалхи йышра округри 31 çамрăкран 11-шĕ асăннă учрежденирен. Çав вăхăтрах улттăшĕ — иккĕмĕш хутчен.

Çĕнĕ йышра кăçал 11-мĕш кадет класĕнчи Роман Ильин та пур. Ăш пиллĕ, уçă кăмăллă каччă вăл. Çамрăк армеец, волонтер. Спорт мероприятийĕсене питĕ кăмăллать. Йĕлтĕрпе чупассипе Роман иртнĕ çул округ тулашĕнче те сахал мар палăрчĕ, çитĕннисен 1-мĕш разряд нормативне тултарчĕ.

Тăрăшуллă ача пур енĕпе те палăрса тăрать. #ЭпирПĕрле акцие хастар хутшăннăшăн ăна Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Тав çырăвĕпе чысланă.

Ольга КУЗЬМИНА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code