Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Телемедицина пулăшăвĕ

Телемедицина пулăшăвĕ

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Пирĕн тỹрĕ тивĕç — çĕршыв аталанăвне пысăк тỹпе хывнă аслă ăру çыннисене пур енлĕн пулăшасси. Паллах, ватăсене медицина енĕпе тата социаллă пулăшупа тивĕçтерессин пахалăхне ỹстермелле, пĕччен пурăнакансене, кулленхи пурнăçра йывăрлăха лекнисене тĕрев памалла. Пирĕншĕн кашни çын хаклă тата пĕлтерĕшлĕ. Вăл хăй ыттисене кирлине туйса тăтăр, вăрăм ĕмĕрлĕ, сывлăхлă пултăр, мăнукĕсемпе кăна мар, вĕсен ачисемпе савăнма пултартăр. Социаллă пулăшупа тивĕçтерессине йĕркеленĕ чухне ватă çынсен интересĕсене тĕпе хуракан программăсене хатĕрлемелле.

Республикăри онкологи диспансерĕн ĕçченĕсен «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 6 пине яхăн консультаци ирттернĕ. Ку вăл 2022 çулхинчен виçĕ хут ытларах.

Телемедицина пулăшнипе специалистсем кĕске хушăра пациентăн сывлăхне хак пама, федераци учрежденийĕн специалисчĕсемпе консилиум ирттерсе сиплемелли майсене сỹтсе явма пултараççĕ, округри онкологи пулăшăвне тĕрĕслеççĕ, вырăнти тухтăрсене пулăшаççĕ. Калăпăр, 2022 çулта федераци центрĕпе 546 хутчен çыхăннă, 2023 çулта — 1017 хут. Регионти консультаци шучĕ те самай ỹснĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code