Февралĕн 21-мĕшĕнче (юнкун) республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çав кун, 11 сехетре, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пĕчĕк залĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать.
Информаци кунĕнчи ыйтусем:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне 2024 çулта янă Çырăвĕ.
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ: сасăлав формисем.
- Ялсенче пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртесси.