Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Укол йĕрĕсем нумай

Укол йĕрĕсем нумай

Наркомани паян тĕнчешĕн пысăк хăрушлăх пулса тăчĕ. Наркомансен йышĕнче 18-30 çулти çамрăксем ытларах пулни паллă.

Ача наркотикпе «туслашнине» малтанхи тапхăртах мĕнле пĕлмелле? Унашкал çынна пирваях сыввинчен уйăрса та илейместĕн. Çапах та ывăл-хĕрĕн кашни хусканăвне туякан ашшĕ-амăшĕ ачи улшăннине тỹрех сисет.

Наркотик тутанакан ачана малтанхи интерессем илĕртмеççĕ, унăн вĕренỹ шайĕ чакать. Кăмăлĕ хăвăрт улшăнма пултарать, ыйхă çĕтнипе аптăрать. Тепĕр паллă — куç шăрçи пĕчĕкленсе е сарăлса каять. Унăн тăруках çĕнĕ «туссем» тупăнаççĕ, урăхла калаçусем пуçланаççĕ. Наркотиксемпе усă куракан çамрăк çав тери хăвăрт тата чĕрре кĕрсе калаçать, куçĕ çуталать, ним çукран кулма тытăнать е тарăхать.

Чылай çул наркотикпе туслисен аллисем çинче е ытти вырăнта укол йĕрĕсем нумай, куç айĕ шыçăнни те паллă. Хăвăртрах черетлĕ доза тупас туйăм унăн «чунне кăшлать».

Ачасене наркотиксенчен хỹтĕлесси чи малтанах çемьерен, çывăх çыннисенчен килет. Вĕсемпе питĕ тимлĕ пуласчĕ, кĕçĕнренех упраса сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасчĕ, наркотик тата ытти киревсĕр йăласен сиенĕ пирки час-часах аса илтересчĕ, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшасчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ кружока е секцие çỹреччĕр вĕсем, спортпа туслă пулччăр.

Р.ШАКОВА, нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code