Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призерсен йышĕнче

Призерсен йышĕнче

Тутарстанри Зеленодольск хулинче роликлă йĕлтĕрсемпе ярăнакансен уçă чемпионатне йĕркеленĕ.

«Маяк» спорт комплексĕнчи ăмăртура пирĕн енчисем те аптăраман. 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕр ачасен йышĕнче Аслă Елчĕк шкулĕнчи Софья Афанасьева 4,5 километра чупса 3-мĕш вырăна тухнă. Хăнăхман спорт хатĕрĕпе çапла çĕкленни — пысăк çитĕнỹ. Валерия Яковлева чи лайăх вунă атлет йышне кĕни те питĕ аван. Спортсменсене аякри ăмăртусене пĕр хутчен мар илсе тухаканĕ — Сергей Александрович Горшков спорт ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code