Ялсенчи ачасем хоккей клюшкисене алла тытма ĕлкĕреймен те пулĕ-ха, Яманчỹрелсем вара тулайри ăмăртăва та кайса килме май тупнă.

Юрий Рахмуллинпа Вадим Иванов ертсе пынă команда Саратов облаçĕнчи Балаковăра Андрей Коваленко олимп чемпионĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ. Турнирта пилĕк командăран 4-мĕш пулсан та, çивĕч тĕл пулусенче пухнă опыт малашлăхра пулăшĕ. Çакă та кăмăллă: командăри Глеб Васильева «Чи лайăх снайпер», Николай Базарнова «Чи лайăх вратарь» ятсемпе хавхалантарнă.