Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи 48-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Комбайн», «Рассвет», «Прогресс» хуçалăхсен ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем кĕрхи культурăсене чи малтан апатлантарма пуçăннă.

