Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 17 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2025 çулхи тата планпа пăхнă 2026 тата 2027 çулсенчи бюджечĕ» çинчен калакан йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç.
Ларура Елчĕк округĕнчи полици пайĕн ертỹçин çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Бобров тухса калаçрĕ, вăл коллективăн 2024 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.
Халăх суйлавçисем иртнĕ çул округри муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă ĕçе, 2025 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогнозлă плана тишкерчĕç, маларах йышăннă решенисене улшăнусем кĕртрĕç, вăйне çухатнă йышăнусене пăрахăçларĕç. Депутатсем награда материалĕсене те тишкерчĕç.
Е.ПЕТРОВА.

