Çапла палăртрĕ ашшĕ-амĕшĕсене асăнмалли кун шăпах 87 тултарнă Анатолий Артемьевич Тимофеев журналист, çыравçă.
Анатолий Артемьевича черетлĕ çуралнă кунĕ ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Андреев, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Николай Селиванов, РФ журналистсен союзĕн членĕ Николай Алексеев саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, творчествăра çĕнĕ çитĕнỹсем суннă. Пирĕн ĕçчен паянхи кун та хăнăхнă ĕçрен хăпма шутламасть, республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке кăларчĕ вăл.
— Эпĕ аслисен пехилне чыслăн пурнăçларĕм тесе шутлатăп. Пархатарлă ĕçшĕн халăх хисепĕпе чысне туйса тăратăп тата хавхаланатăп. Правительствăпа общественность манăн сăпайлă ĕçе темиçе медальпе тата орденпа, вун-вун Хисеп хучĕпе тата Дипломпа, «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса, 2022 çулта Президент Указĕпе пĕртен-пĕр журналиста Чăваш Еншĕн чи пархатарлĕ ĕç тунисен шутне кĕртсе хăварчĕç. Пехил сире, ырă атте-анне тата ырă тус-йышăмăр, мана хавхалантарса тата вăй, ăс парса пулăшса пынăшăн, — çапла палăртать пичет ветеранĕ.
Николай ВАСИЛЬЕВ.

