Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнчи 22-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 10 «к» класра вĕренекен Герман Владимирович КУЗЬМИН (наставникĕ — В.М.Баймушкин) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл обществознани предмечĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕн призерĕ пулса тăнă.

