Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялăн «чĕрипе чунĕнче» — юсав

Ялăн «чĕрипе чунĕнче» — юсав

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк çĕршывăн культури» тата «Çемье» наци проекчĕсем пулăшнипе клубсем çĕнелеççĕ.

Ялти культура çурчĕ. Вăл сценăпа курав залĕ çеç мар, ялăн «чĕрипе чунĕ» те шутланать. Халăхшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятисене — уяв, концерт, тĕл пулу, пуху — ирттермелли вырăн та. Çынсем кунта кулленхи ĕçрен канма, пĕр-пĕринпе калаçма килеççĕ. Шăпах клубра ырă ĕçсем пуçланаççĕ, пултарулăх проекчĕсем çуралаççĕ. Çапла палăртаççĕ Кивĕ Эйпеçсемпе Кавалсем. Вĕсем пысăк ĕçе пуçăннă — икĕ ялта та культура керменне юсаççĕ.

Ир пуçласа каçчен

Кивĕ Эйпеçри клубра иртнĕ уйăхран пуртă-мăлатук сасси илтĕнсе тăрать. Культура çурчĕ 320 ытла тăваткал метр йышăнать. Кунта пăрăхсене юсаса, пỹлĕмсене çĕнетсе — строительсем «Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 8 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçлаççĕ. «Июнĕн 16-мĕшĕнче ку объектра юсав пуçларăмăр. Алăк, чỹрече, стена, урай — пĕтĕмпех улшăнать. Урамран та илемленет. Паян мачча, тăрă сỹтетпĕр. Ĕлĕк ăшă тытмалли материала шлакпа тунă, çавсене тасататпăр. Икĕ эрнере пирĕн «çи витти» туса хумалла. Ку ушкăн хăма-пĕренене сỹтсе пĕтерсен штукатурка тăвакансем ĕçе кỹлĕнеççĕ, чỹрече лартакансем килеççĕ. Паян кунта ир пуçласа каçчен 7 çын ĕçлет», — терĕ строительсен ушкăнĕн бригадирĕ Александр Алексеев.

Çур ĕмĕр каялла алăкне уçнă çурта паян тĕпрен юсаççĕ. «Ялта клуб кирлех. Вăл культура утравĕ пекех-çке. Ĕçре е килте ĕшеннĕ хыççăн кунта чунпа канатпăр. Ял, район хыпарĕсемпе паллашатпăр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ачасем валли окоп çуртисем тăватпăр, курăнмалла мар тăвакан тетел çыхатпăр. Камăн салтака кайма ят тухать, çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ăна çак клубран ăсататпăр. Халь юсав вăхăтĕнче çурт алăкĕ хупăнчĕ те — чунра тем çитмест. Кĕркуннене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», — терĕ культура керменĕпе юнашар вырнаçнă лавккана тавар туянма килнĕ Раиса Васильева.

Ялта кирпĕчрен хăпартнă клуб пултăр тесе 2-мĕш комплекслă бригада бригадирĕнче чылай çул вăй хунă Николай Панкратов нумай тăрăшнă. «70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хамăр колхоз йышне кĕрекен ялсенче клуб тума палăртрĕç. Черет Кивĕ Эйпеçе те çитрĕ. Кĕркунне никĕс хатĕрлеме шухăшланă. Ăна ярас умĕн «Победа» колхоз председателĕн çумĕ Иван Бакин килчĕ. Çип карса клуб çĕкленес вырăна виçрĕмĕр унпа. Опалубка тусан Иван Митрофанович кайрĕ, вара эпĕ çурт никĕсне тата 4 метр малалла тăстартăм. Кавалсен те, Питтĕпелсен те клубĕсем пĕчĕккĕ, пирĕн ялта пысăкрах пултăр терĕм. Зал валли тенкелсене Канаша хамах кайса илтĕм», — аса илчĕ 85 çулти Социализм ĕçĕн Геройĕ Николай Иванович. 1973 çулта культура керменĕ алăкне уçнă.

2022 çултанпа, культура çурчĕн ертỹçин тилхепине Нил Сусметов тытса пыма пуçланăранпа, 120 çынлăх вырăнлă залра çын яланах нумай. «Ĕçе вырнаçсанах çак клуба юсасси пирки шухăшлама тытăнтăм. «Хĕлхем» ансамбле çỹрекенсен халăх умне тухмалли тумĕ нумайланма пуçларĕ, вĕсене ниçта çакма çук. Унтан шыв юхать, кунтан çил вĕрет. Канма килекенсем сивĕ пулнипе залра тумпах лараççĕ. Çавăнпа çине тăрса документсем хатĕрлерĕмĕр», — каласа кăтартать ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакан Нил Петрович.

Питтĕпелсемпе Кивĕ Эйпеçсемшĕн çак çурт паян вучах евĕрех. Шкулсем, ача сачĕсем хупăннă. Шăпах ку клуб икĕ ял халăхне пĕр тĕвве пухать. «Малтан мероприятисем питех ирттермен. Паян вара кунта час-часах концерт йĕркелеççĕ. Эпир, аслă ăрурисем, çулсем иртнине пăхмасăрах, пушă вăхăт тупăнсанах кунталла туртăнатпăр. Шашка-шахмат клубĕ ĕçлет. Теннисла е бильярдла та выляма пулать. Нил Петрович килсен «Хĕлхем» ансамбль йĕркеленчĕ. Унта çỹрекенсем ăçта кăна хутшăнмаççĕ, нумай конкурсра палăраççĕ, çине-çине концерт йĕркелесе пире савăнтараççĕ», — пĕлтерчĕ юсав ĕçĕпе интересленме килнĕ Николай Григорьев. Вăл 7 теçетке çула хыçа хăварнă, «Елчĕк Ен» хаçатра нумай çул фотографра ĕçленĕ.

Чăн та, «Хĕлхем» ансамбль йĕркеленни 4 çул çеç-ха, çапах ушкăнри пикесем тата клуб заведующийĕ курăмлă ĕç нумай тунă. Вĕсем пулăшнипе Кивĕ Эйпеçри «Вучах» ТОС «Юлташсем, сирĕнпе калаçмасăр ниепле те май çук» проект хатĕрленĕ, çак ĕç 2024 çулта Президент грантне тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетсен чи лайăх практики» конкурсра республика тапхăрĕнче çĕнтерни клуб валли кирлĕ техника туянма май панă. Округ, республика шайĕнчи нумай конкурсра çĕнтерсе «Хĕлхем» валли чăваш тумĕсем çĕлеттернĕ. Ансамбле çỹрекенсем хăйсен укçипе те 175 пин тенкĕлĕх çар, вырăс тата чăваш халăх çи-пуçĕ хатĕрленĕ. Паян вĕсен сцена çине тухмалли 9 комплект. Икĕ çул каялла ансамбль «Пултаруллă Раççей» конкурсра çĕнтернĕрен пĕлтĕр Мускаври ушкăн килсе видеоклип та ỹкернĕ. Çак пулăмсем пирки «Елчĕк ен» хаçат тапхăр-тапхăр çырса пынă, çавăнпа та тĕплĕн чарăнса тăмăпăр. Юсав хыççăн сентябрĕн 1-мĕшĕнче культура çурчĕ каллех алăкне уçать. Апла пулсан «Хĕлхем» ансамбль çитĕнĕвĕсен пухмачĕ тата та туласса, хулăнланасса шанаççĕ Кивĕ Эйпеçсем.

Кружоксене малалла çỹрĕç

Кỹршĕ ялти пултарулăх ушкăнĕнчен Кавалсем те тĕслĕх илеççĕ. Кунта 2023 çулта «Селяночка» ушкăн йĕркеленнĕ. 10 юрă-ташă ăсти ял, округ халăхне савăнтарать. Вĕсен пултарулăхĕпе çулла киленме май килмĕ. Кунта халĕ юсав пырать. Кавалти çурт та кивĕ, 1972 çулта уçнăскер. Ăна вара «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк çĕршывăн культури» проекчĕпе хăтлăлатаççĕ. «Строительсем лайăх ĕçлеççĕ. Александр Алексеев бригадир веçех йĕркелесе пырать. Чỹречесене хатĕрлесе хунă та, çак кунсенче лартатпăр. Вулавăш, клуб, амбулатори вырнаçнă ку çуртра. Вĕсене çĕнетме 9 миллион та 150 пин тенкĕ уйăрнă», — терĕ культура керменĕн ертỹçи Валентина Федорова. Вăл кунта 2 çул каялла ĕçлеме килнĕ. «Юсав валли документсем хатĕрлемеллеччĕ те… Чĕнсе илчĕç. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне пулăшу ăсатассине те çакăнтах йĕркелесе пыратпăр», — терĕ 41 çул ачасене шкулта вĕрентнĕ Валентина Васильевна. Вăхăт явкай еннелле сулăннăччĕ ĕнтĕ, апла пулин те кунти ĕçченсем кăнтăр апатне те туманччĕ-ха.

Çуртра электричество пралукĕсене те улăштараççĕ. Ку енĕпе Владимир Филимонов тăрăшать. Вăл Кавала Елчĕкрен çỹрет. «Ку çурт 14-па 22 метрлă. Пралуксене пур пỹлĕмре те тăсса тухрăм. Ĕçĕн 60 процентне пурнăçланă. Маччапа стенана туса пĕтерсен тата 12 сỹнтеркĕч, 18 розетка, 20 ытла светильник вырнаçтармалли юлать», — терĕ электрик ун чух. Юсав хыççăн çурла уйăхĕнче таса та илемлĕ пỹлĕмсем халăха йышăнмалла. Илемлĕ хусканусем тума юратакансем ташă, тĕрлĕ сăнар калăплама пĕлекенсем театр, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем спорт кружокĕсене малалла çỹрĕç. Кавалти клуб каллех чунпа канмалли, савăнăçпа хавхалану кỹрекен вырăн пулса тăрĕ.

Кăçал республикăра Канаш, Куславкка, Пăрачкав, Вăрмар, Етĕрне, Елчĕк округĕсенче 11 культура çуртне тĕпрен çĕнетме палăртнă. Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Пăрачкав, Елчĕк тăрăхĕсенчи тата 10 клубра кулленхи юсав иртмелле. 2025 çулта республикăри 28 çурта тĕрлĕ проектпа килĕшỹллĕн хăтлăлатнă.

Алина СУСМЕТОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: Кивĕ Эйпеçре тата Кавалта хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code