Вторник, 6 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă тĕп хуламăр — 557 çулта

Юратнă тĕп хуламăр — 557 çулта

Августăн 16-мĕшĕнче республикăн тĕп хули йĕркеленнĕренпе 557 çул çитнине анлăн паллă тунă. Çак кун «Спартак» стадионта çамрăк граждансене савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн паспорчĕсене панă. Çавăн пекех стадионта блогерсен Пĕтĕм Раççейри «ТопФест-2026» гастроль турĕ иртнĕ. Паллă блогерсемпе çамрăк артистсем кунтах пултарулăх лапамĕсем йĕркеленĕ.

Хула çыннисене уяв ячĕпе ЧР Пуçăлхĕ Олег Николаев, Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председателĕ Владимир Доброхотов тата ытти официаллă çынсем саламланă.

Олег Алексеевич тĕрлĕ тытăмра хастарлăхпа палăрнисене савăнăçлă лару-тăрура наградăсем парса чысланă.

— Пирĕн республикăн тĕп хули мăн асаттесемпе асаннесен харсăрлăхне пула тивĕçлипе çĕнсе илнĕ «ĕç паттăрлăхĕн хули». Шупашкар çыннисем тăван хулашăн мăнаçланса унăн ырлăхĕшĕн ĕçлеме пĕлеççĕ. Чăваш Ен тĕп хули вун-вун çул Раççейри малта пыракан электротехника центрĕн ятне çỹлте тытнипе пĕрлех хальхи вăхăтра профильлĕ предприятисенче туса кăларакан оборудовани стратеги пĕлтерĕшлĕ шутланать. Хула çулран-çул улшăнса пырать. Хальхи вăхăтра тĕп хулари районсене çыхăнтаракан автотранспорт çулĕсене юсаса çĕнетеççĕ. Гагарин кĕперне юсанă хыççăн уçнă ĕнтĕ. Калинин тата Мускав кĕперĕсем — юсав тапхăрĕнче. Эпир çулсемпе тротуарсене йĕркене кĕртетпĕр, картишсене тирпейлетпĕр. Вокзал çумĕнчи виçĕ территорие хăтлăлатма пуçланă. «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшyллĕн кăçал хула çыннисем тĕп хула сăн-сăпатне улăштармалли 150 меслет сĕннĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пĕрлĕхре ĕçлесен хула тата та чечекленсе пырĕ, — палăртнă Олег Николаев салам сăмахĕсенче.

Юлашки пилĕк çулта юратнă хуламăрта тăватă шкул тата вунă садик туса лартнă. Халĕ «Çĕнĕ хулара» тепĕр шкул хăпартаççĕ. «Акварель» микрорайонта та пĕлỹ çурчĕ тума пуçласшăн. 18 шкула тĕпрен юсаççĕ. Шупашкар çыннисем хăнасене те питĕ тарават. Юхан шыв портĕнче навигаци вăхăтĕнче 700 ытла карап чарăнать. «Валдайсемпе» тата «Метеорсемпе» Хусана, Чулхулана çитме пулать. Аэропорт пассажирĕсен йышĕ те хушăнса пырать. Юлашки çулсенче вăл вунă хута яхăн ỹснĕ. Самолетпа вĕçме май пур хуласен шучĕ те нумайланнă.

Хула хăйне евĕрлĕ сăн-сăпатне упраса шанчăклăн малалла утнипе мухтанатпăр. Шупашкар «Раççей хули — 2025» наци конкурсĕнче çĕнтерни те пысăк пулăм. Ку вăл кашни çын ĕçне тивĕçлĕ хак пани пулса тăрать.

Сăн ỹкерчĕкре: чыслава тивĕçнисен пĕр ушкăнĕ ертỹлĕхпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code