Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçĕн академикĕ

Çĕр ĕçĕн академикĕ

Çăкăрта — пĕтĕм ырăлăх.
(Халăх каларăшĕ).

Аслă Елчĕк ялĕнче Чернов хушамат — чи йышли. Ун «çумĕнчи» Владимирсем те сахаллăн мар. Ун пек чухне калаçура пăтрашу çураласран хушма ятсемпе усă кураççĕ. Владимир Федорович Чернова, акă, «Кондратий Володи» тесен ялтисем çеç мар, округра пурăнакан аслă ỹсĕмрисем те нумайăшĕ пĕлеççĕ.

Иртнĕ кунсенче унпа тĕл пулса сăмахлама пысăк сăлтав та пулчĕ: пĕтĕм пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă Кондратий Володи 70 çул тултарчĕ!

Мăнукĕ аслашшĕне питĕ лайăх астăвать. Кондратий Иванович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене икĕ хутчен тивĕçнĕ. Вăтăр çул ытла колхозра конюх пулса ĕçленĕ вăл. Володьăпа юлташĕсем витерен кайма пĕлмен: лашасене апат панă, айсарăмне тасатнă. 2-мĕш класс пĕтерсен хăй тĕллĕнех лаша кỹлсе хирте ĕçлекенсем патне шыв турттарнă.

Ашшĕ, Федор Кондратьевич (1932-1998), колхозник, ăста столяр-платник пулнă. Ялта ун аллипе çурт-йĕр, хуралтă сахал мар çĕкленнĕ. Амăшĕ — Мария Сергеевна (1930-2000) — Герасимовсен йăхĕнчен. Вăл та хăйĕн пурнăçне колхоз производствин аталанăвне панă.

Ашшĕ-амăшĕн кулленхи ĕçлĕлĕхне курса ỹсекен ача «йытă хăваласа çỹрес çук». Володя та, тăватă ачаран аслискер, кил-хуçалăх тĕреклĕхне ытларах тỹпе хывнă, паллах, кĕçĕннисене хăй хыççăн туртнă.

Тăхăр класс пĕтернĕ çулхине, каникулта, Володя Чернов плугарь пулса ĕçлет. Техника патне кĕçĕн классенче чухнех туртăм пулнă-ха унăн. Шкулта юлашки икĕ вĕренỹ çулĕнче трактор ĕçне вĕрентни ĕмĕтне пурнăçа кĕртме те май панă.

— Леонид Петрович Бобин ăс панă пире, — кăмăллăн аса илет вăл. — Васкамасăр, тĕплĕн ăнлантаратчĕ. Практикăна куçиччен теори пайне вăйлă тишкернĕ.

Çар ретне тăриччен каччă «хурçă утпа» хăй тĕллĕн ĕçлет ĕнтĕ. 1976 çулта службăран таврăнсан та ĕç биографине тăван хуçалăхрах тăснă.

Владимир пĕлĕве анлăлатас тĕллевпе ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатакан хаçат-журнал çырăнса тăрать. Ăсталăха ỹстерессинче наставниклăх та пысăк вырăн йышăннă. Сергей Сосновпа Виталий Райков механизаторсен ячĕсем республикăра «кĕрлесе» тăнă та, вĕсен шкулĕ витĕр ялти чылай çамрăк тухнă. Пирĕн статья геройĕ те вĕсене ырăпа аса илет.

Вырма тапхăрĕнче В.Чернов кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларнă. Аслисем вĕрентсе пыни, хăй тăрăшуллă та пуçаруллă пулни çитĕнỹсен çулĕ çине кăларнă ăна. 1982 çулта вăл 8000 ытла тонна тĕш тырă çапса илсе «Районти вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл — комбайнер, Валерий шăллĕ — унăн помощникĕ, Виталий шăллĕ тырра йĕтеме турттарса тăнă, ашшĕ апатпа тивĕçтернĕ. Чăн-чăн çемье подрячĕ мар-и?

Владимир Федоровича, çулсерен кăтартуллă ĕçленĕшĕн, 1982 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, 1984 çулта вара «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.

28 çулхи орденоносец! Çĕр-аннемĕр ырă та пархатарлă ĕçшĕн ырă çимĕçпех тавăрать. Вăй-халпа кăна мар, чун-чĕре ăшшипе пурнăçланă ĕç курăмлă. Унăн кăкăрĕ çине орден çумне «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсем те вырнаçнă.

Совет саманинче тыр-пул пухса илес юхăмра пĕр-пĕрне пулăшасси вăйраччĕ: вырмана маларах вĕçленисем районти хуçалăхсенче çеç мар, республикăри кая юлнă районсенче те тăрăшнă. (Халĕ çав ырă пулăм — аса илỹре кăна).

— 1983 çулхи сентябрь уйăхĕнче Красноярск крайĕнчи Ужур районне пулăшма ячĕç, — иртнисем манăçмаççĕ ĕç ветеранĕн. — Чăвашран чылаййăн вĕçрĕмĕр самолетпа. Хуçалăхĕсенче комбайнĕ нумай — ĕçлекенĕ çук. Пĕр уйăх пултăмăр унта.

Опытлă механизатора колхоз председателĕ Василий Горшков трактор бригадин бригадирне çирĕплетет. Парк тулли техника. Кадрсем çителĕклĕ. Этем çăкăрпа кăна тутă мар тенĕрен, ĕçлекенсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарассине те мала хунă хуçалăхра. Хăйсен тăрăшулăхĕпе канма хăнăхтарассине те. Хĕллехи тапхăрта кашни производство участокĕн — трактор паркĕн, фермăсен, автомобиль паркĕн, çавăн пекех колхоз правленийĕн коллективĕсен хушшинче юрă-ташă конкурсĕсене, спорт ăмăртăвĕсене йĕркеленĕ. Пĕр çулĕнче водительсемпе механизаторсем Шупашкарти «Северный» ярмăрккăра концерт та лартнă.

Ырă утăмсен ертỹçи — лара-тăра пĕлмен Елена Кассирова. Владимир Федорович партком секретарĕ çынсене тĕрлĕ ĕçе мобилизацилеме пултарнине, хăй те яланах хастарлăх кăтартнине ăшшăн палăртрĕ.

В.Чернов 2001-2008 çулсенче Ленин ячĕллĕ хуçалăха ертсе пырать, ун хыççăн — фермер.

«Шутран кăларнă «ДТ-75″ трактор туянса 200 гектар лаптăка йĕркене кĕртсе урпа акрăмăр», — пуçламăшне куç умне кăларчĕ çĕр хуçи.
Халĕ ĕнтĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕн 530 гектар çĕр. Пурлăхпа техника хăватне шута илсен тепĕр 200 гектара та ним те мар «парăнтарма» пултараççĕ — виçĕ комбайнран пĕрне («Нова-340») кăçал кăна туяннă. Пĕр гусеницăллă, 3 кустăрмаллă трактор, прицеплă «КАМАЗ», «ЗИЛ» автомашинăсем, çĕнĕ дискатор… Малашне сортировка комплексĕ туянас тĕллевлĕ. Комбайнсене хĕл каçарма ангар пур. Пĕлтĕр тепĕр арккăллă склада (50 м х 12 м) хута янă. Офисра (фермер хуçалăхĕн çуртне ялта çапла калаççĕ. — ред.) чей ĕçме, çумăр чăрмавĕсенче телевизор пăхма пултаратăн. Уйра тăрăшакансене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, кунтах хатĕрлеççĕ ăна.

Кадрсемпе çивĕчлĕх çук. Вĕсенчен кашниех харсăр. Чи опытли вара — Борис Адюков. Тырă аллакан хĕрарăмсем те, вĕсем 5-ĕн, хăйсен тивĕçне юратса пурнăçлаççĕ.

Фермер чылай çул урпа туса илессипе тимленĕ. Кашнинчех гектартан вăтамран 30 центнер ытла. Халĕ кĕрхи тулă, пăрçа, рапс та «иленнĕ» унăн уйĕсене. Кĕрхи тулла, çĕннине, кăçал 40 гектар çинче акса хăварнă.

Владимир Федоровича темĕн вăхăт итлесе ларма хатĕр. Кăсăклă калаçуçă вăл. Ял хуçалăхĕ енĕпе унăн пĕлмен ыйтăвĕ те çук ахăр. Кĕрхи хăш культурăна августăн миçемĕш кунĕнче акмаллине каласа тухрĕ. Паккусран çапса илнĕ тырă вăрлăха аванрах иккен. Пулас çăкăра минераллă удобренисемпе апатлантармасăр тухăç илесси çук. Акнă чухне, калăпăр, пĕр гектар пуçне 230 килограмм аммиак селитри кирлĕ. Шăтса тухсан — ытти йышши. Шывне кỹлĕрен илеççĕ, сивви мая каймасть.

Округри АПК ветеранĕсен канашĕн членĕн цифрисемпе проценчĕсене тăнлатăн та, вăл тăван çĕрĕмĕре чунтан парăннине тепĕр хутчен туйса илетĕн. Çавăнпа «çĕр ĕçĕн академикĕ» тесшĕн ăна.

  • Техника пăсăлни те чăрмав мар, хамăрах юсаятпăр, вăт, çанталăкпа нимĕн те тăваймăн, — ĕç хăвăртлăхĕ чăхăмлани канăç памасть ăна.

Трактор деталĕсене куç хупса пĕлекенскер, мĕнле запас пайсем ытларах кирлине те лайăх чухлать. Ку енĕпе унăн опыт çав тери пысăк.

1986 çулта Василий Андреевич çамрăк бригадира Волгоградри трактор заводне командировкăна ярать. Дефицитлă запас пайсем илме. Ун хыççăн 20 çул иртет çапла. Владимир Федорович предприятире «хамăр çын» пулса тăнăран районти колхозсенчи инженерсемпе механиксене те пĕрле илсе çỹрет. Прицеплă КАМАЗпа кашнинчех тулли тиевпе таврăнаççĕ унтан. Завод виçĕ сменăпа ĕçленĕ. Рабочисем çитмен, çавна май Елчĕк элчи кунтан çамрăксене пĕрле илсе кайнă…

Кондратий Володи — ырă кăмăллă çын. Унра хушма вăй-хал тапса тăрать тейĕн, ялан васкать. Хуть те мĕнле ыйтупа полемика пуçарсан та вăл хăйĕн шухăшĕсене уççăн, калас тенине тỹррĕн палăртать. Ăна итленĕçемĕн калаçу юхăмне малаллах шутарас килет — çунатланатăн, çĕнĕ кăмăл-туйăмпа пуянланатăн.

Виçĕ созыв район депутачĕ пулнăскертен ыйтатăп:

«Эсир хальхи суйлав комиссийĕнче мар-и?»

«Çук, нихăçан та пулман, анчах кашни суйлавра чи пĕрремĕш сасăлатăп. «Санăн аллу çăмăл», — тесе маларах шăнкăравласах йыхравлаççĕ мана».

Владимир Федорович ялта мероприятисем ирттерессинче те, СВО паттăрĕсене гуманитари пулăшăвĕ уйăрассинче те хăйĕн тỹпине хывать.

Черновсен — 4 мăнук. Екатерина хĕрĕпе Алина кинĕ шăпах тĕпренчĕкĕсемпе тимлеççĕ паян. 40 çулти Сергей ывăлĕ 2024 çултанпа фермер хуçалăхне ертсе пырать.

«Эстафета» шанчăклă алăра. Ашшĕ ун пирки пачах иккĕленмест, мĕншĕн тесен вăл çара кайиччен те, кайран та техникăран уйрăлман. Чăваш ял хуçалăх патшалăх академине пĕтерсен те хула шавне чăмман, тăван ял, тăван çĕр туртăмĕ çĕнтернĕ унра. Вăл агроном кăна мар халĕ — анлă профильлĕ специалист: водитель, тракторист, комбайнер, токарь, слесарь… Хастарлăхне кура кăçал унăн портретне округри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Шут ĕçне амăшĕ — Роза Петровна — хăйĕн çине илнĕ. Уншăн шăл çемми кăна. Вăл чылай çул федераци казначействин Чăваш Енри управленийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн бухгалтерĕнче ĕçлесе пенсине тухнă.

…Кондратий Володи çав-çавах кунсерен офиса çỹрет, уя тухать. Хир пушаннăçемĕн, хура сăрăпа сăрлансан, чуна лăпкăлăх тыткăнлать мар-и? Çăкăр пулсан вара юрă та пулать.

Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code