Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лейкоз – хăрушă чир

Лейкоз – хăрушă чир

Лейкоз /юн ракĕ/ – выльăхсен вируслă чирĕ шутланать.

Унпа кирек хăш ÿсĕмри выльăх та чирлеме пултарать. Вирус юн, сĕт тата ытти материалтан та ерме пултарать. Лейкозран ĕне-выльăха сыватма та çук.

Ĕне-выльăх лейкозĕ хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывăн пур регионĕнче, ют çĕршывсенче сарăлса пынине пĕлетпĕр. Çак хăрушă чирпе сĕт нумай антаракан ĕнесем чирлеççĕ. Инфекцие малалла аталанма çул парас мар тесен выльăха вăхăтра диагноз лартмалла, ăна кĕтÿри ытти выльăхсемпе хутăштармалла мар, çийĕнчех аш-какай тума ăсатмалла.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕччен выльăх лейкозпа чирлĕ пулнине вăл чĕрĕ чухне палăртайман. Шăпах çак сăлтав кĕтÿри ытти ĕне-выльăхсен сывлăхне сыхласа хăварассинче пысăк чăрмав кÿнĕ. Паянхи условире ветеринари служби чиртен асăрханса пурнăçламалли профилактика мероприятийĕсемпе диагностика тĕпчевĕсене /пĕчĕк пăрусенчен пуçласах/ пурнăçлама пултарать.

Сăмах май, кăçал районта лейкозран 8871 пуç ĕне-выльăха тĕрĕсленĕ. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче – 5708, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче – 959, уйрăм хушма хуçалăхсенче – 2204 пуç. Телее, вĕсем лейкозпа чирленине тупса палăртман.

И.НИКОЛАЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code