Елчĕк район прокуратури Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче саккуна пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă – ял тăрăхĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн маларах çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата çурт-йĕр тунă чух патшалăх пулăшăвне илме ирĕк пуррисен черетĕнче тăракан 6 çынран тăракан çемьене сăлтавсăрах черетрен кăларнă.
Район прокуратури асăннă çемьене хÿтĕлесе суда тавăç тăратнă, суд прокуратура ыйтăвне туллин тивĕçтернĕ хыççăн çемьене çĕнĕрен черете илнĕ.
Суд йышăнăвĕ саккунла вăя кĕмен-ха.
С.ФИРСОВ,
Елчĕк район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ.