Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕхрен хăраман мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ

Çĕнĕлĕхрен хăраман мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ

«Чăвашьенкрахмал» ООО – производствăна ăнăçлă аталантаракан районти предприятисенчен пĕри. Çĕршыври пысăк хуласенчи заводсемпе тата предприятисемпе ĕçлĕ çыхăну тытакан пĕрлешĕвĕн сумĕ пысăк. Кунта туса кăларакан продукци тата оборудовани Мускав, Пенза, Новосибирск, Чулхула, Ульяновск, Пермь, Волгоград тата ытти хуласене, Урал тăрăхне, Узбекистана саланать. Паянхи кун кунта 38 çын тăрăшать. Унсăр пуçне предприяти çумĕнче йĕркеленнĕ «Крахмалпром» ОООра 18 рабочи ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 20-22 пин тенкĕпе танлашать.

Предприяти ертÿçипе Александр Кудряшовпа тĕл пулас тĕллевпе эпир ăна шыраса чи малтанах крахмал тата ăна улăштаракан продукцие туса кăларнă чух усă куракан кирлĕ оборудованин тулли комплектне хатĕрлекен цеха çитрĕмĕр. Çак оборудование чылай çул ĕнтĕ Беларусь Республикине, Мускав, Брянск, Самара тата ытти чылай хуласене сутать предприяти. Хальхи вăхăтра Пенза, Брянск, Набережные Челны хулисенчи заводсем заказ панă оборудованисене хатĕрлессипе тăрăшаççĕ рабочисем. Кунта ĕç вĕресе тăнине, пур çын та пуçĕпех ĕç ăшне путса хăйне шанса панă тивĕçе пысăк хастарлăхпа тата хавхаланупа пурнăçланине асăрхарăмăр. Специалистсемшĕн кашни çеккунт хаклă пулни тÿрех куç тĕлне пулчĕ.

– Вăхăт çитмест мана хама та, ăна кăштах тăсма пулнă пулсан питĕ аван пулĕччĕ те, анчах та унăн хăйĕн йĕрки, – шÿтлерех хуравларĕ предприяти ертÿçи Александр Кудряшов.

Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕ май калаçу йĕркеленсе пычĕ.

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта черетлĕ хут пулнă чух сирĕн предприятине чарăнни халĕ те асрах-ха. Эсир крахмал туса кăларакан заводсем валли оборудованисем хатĕрленине тишкернĕ май вăл ĕçĕре ырă хак пачĕ. Заводсем, цехсем валли тĕрлĕ оборудовани хатĕрлесе сутас шухăш хăçан çуралчĕ сирĕн; – ыйтатăп ертÿçĕрен.

– Аталану тапхăрĕнче тĕрлĕ вăхăт пулчĕ. Пĕр сезонра 10 пин тонна çĕр улми ĕçлесе хатĕрленĕ чух предприяти кĕрлесе тăратчĕ. Анчах та 2002 çулсенче тĕрлĕ сăлтава пула ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр улми лартса илессине тăруках чакарнă тапхăрта пысăк хăватпа ĕçлесси чакрĕ – малашлăха шанса кредит илнĕрен питĕ йывăр лару-тăрăва та кĕрсе ÿкрĕ предприяти пĕр хушă. Шав малалла утăмланă май йывăрлăхсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çĕнтерсе пыма вăй çитертĕмĕр. Çĕр улмине хамăр туса илес тĕллевпе сахал мар çĕр лаптăкне арендăна илсе унта «иккĕмĕш çăкăр» тата тĕш тырă çитĕнтерме пуçларăмăр. 2005 çулта вара крахмал хатĕрлекен заводсем валли оборудованисен комплектне хатĕрлесе сутас шухăш çуралчĕ. Чи малтанах Владимир хулинчи типĕтнĕ çĕр улми ?чипсы/ кăларакан завод валли оборудовани хатĕрлерĕмĕр. 2008 çулта Брянск хулинчи крахмал кăларакан заводпа ĕçлерĕмĕр. 2010 çулта вара Самара хулинчи пĕр предприятие çĕр улмине çуса типĕтсе виçсе чĕркекен лини туса патăмăр. Çакăн хыççăн пирĕн патăмăра Раççей, ун тулашĕнчи çĕршывсенчи хуласенчен заказсем килме пуçларĕç. Ĕç ăнăçлăн çаврăнса кайни ура çине тăрса çĕнĕрен çирĕпленме, кредитсене татма май пачĕ, – аса илет иртнĕ вăхăтсене Александр Сергеевич.

Предприятинчи тĕп ĕç – крахмал туса кăларасси. Продукцие çĕр улминчен тата тĕш тырăран хатĕрлеççĕ. Хатĕр продукципе кондитер, аш-какай хатĕрлес производствăра, фармакологинче, лакпа сăрăсем кăларнă чух, нефть тата газ компанийĕсенче, ытти производствăра стабилизатор вырăнне усă кураççĕ. Паянхи кун предприяти пĕр çулталăкра 700 тонна крахмал кăларать. Çывăх вăхăтра ăна 1000 тоннăна çитерес тĕллеве мала хурать ертÿлĕх. Продукци тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ технологи линийĕ лартнă – 3 çула яхăн ăнăçлă ĕçлет вăл, çак тапхăрта тухăçлăх 5 процента яхăн ÿснĕ. Малашлăх тĕллевсем те пысăк. Хальхи вăхăтра çĕнĕ цех тума пуçăннă кунта. Вăл хута кайсан çĕр улми юлашкинчен жом хатĕрлессине ĕçе кĕртес, çĕр улмин сокне типĕтсе çитĕнекен çамрăк выльăхсем валли паха белоклă продукци хатĕрлес тĕллевлĕ предприяти.

Александр Кудряшов 1953 çулта январĕн 5-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Мускаври апат-çимĕç промышленность технологийĕн институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан çамрăк специалист Елчĕкри крахмал заводра инженерта, каярах 7 çул сĕт-çу завочĕн директорĕнче вăй хунă. 2002 çултанпа маларах ашшĕпе Сергей Александрович Кудряшовпа пĕрле 1992 çулта хута янă «Чăвашьенкрахмал» ОООн тĕп директорĕнче тăрăшать, ашшĕн ĕçне тăсса предприятие малалла аталантарать. Çивĕч ăс-тăнлă, пысăк тавра курăмлă пулнăран, малашлăха курса ĕçлеме пĕлнĕрен ашшĕпе ывăлĕ Елчĕк çумĕнчи пушă вырăнта хăйсем тĕллĕн чертеж тата проект хатĕрлесе çĕнĕ крахмал завочĕ çĕклеме пултарни тĕлĕнмелле пысăк пулăм.

– Шăпах çавăн чух хамăр шухăшласа кăларнă оборудованисен тĕсĕсене çĕршывăн тата ун тулашĕнчи тĕрлĕ кĕтесе сутатпăр та ĕнтĕ паян, вĕсене çĕнетессипе тимлетпĕр, – кăмăллăн пĕлтерет Александр Сергеевич.

Пысăк опытлă Кудряшов асли чылай çул Елчĕкри крахмал завода, унтан республикăри крахмалпа патока пĕрлешĕвне ертсе пынă. 1966 çулта ăна Чăваш Енре тĕрлĕ вырăнта вырнаçнă 6 заводăн пуçлăхĕ тата тĕп директорĕ пулма шаннă. Вăл тăрăшнипех хăй ертсе пыракан предприяти Раççейре чи малтан экструзиллĕ крахмал – тĕрлĕ промышленность никĕсне аталантаракан, çĕр пăралакан установкăсен чăтăмлăхне ÿстерекен реагент кăларма пуçăннă.

Ашшĕн пархатарлă ĕçне паян ывăлĕ Александр тăсать. Çăмăл мар ĕçре ăнăçу та çитĕнÿсем сунар ăна.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Александр Кудряшов крахмал тата ăна улăштаракан продукцие туса кăларнă чух усă куракан кирлĕ оборудованин тулли комплектне хатĕрлекен цехра рабочисемпе канашлать, сĕнÿсем парать; Алексей Долгов электрогазосварщик.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code