Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ГТО паллишĕн – хушма балсем

ГТО паллишĕн – хушма балсем

Чăваш Енри шкул ачисем аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл илме пултарĕç. Ку тĕлĕшрен вĕсене ГТО палли пулăшĕ.

Апла пулсан шкул ачисен мартăн 31-мĕшĕччен ГТО нормисене пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Анчах çакна та шута илмелле: хăш-пĕр аслă шкул ГТОн ылтăн паллисене çеç пăхать.

ГТО паллисемшĕн мĕн чухлĕ балл парассине кашни аслă вĕренÿ заведенийĕ хăй палăртать. 16-17 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен ГТО паллине илес тесен 5-мĕш картлашкари нормативсене пурнăçламалла, 18 çул тултарнисен вара – 6-мĕш картлашкарисене. Тĕплĕнрех пĕлес тесен Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн порталĕнче пăхмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code