Ăшпиллĕ те ырă кăмăллă çынсем ватăлмаççĕ, вĕсен кун-çулĕ вăрăм теççĕ.
Аслă Пăла Тимешре хĕрĕпе пурăнакан Ирина Ермаковăна пăхсан çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине туйса илетĕн. Ирина Григорьевна майăн 2-мĕшĕнче 104-мĕш çуралнă кунне паллă тунине ĕненес те килмест.
Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăмпа тĕл пулса калаçас тесе çÿлти урамри Федоровсен кил-çуртне часах çитрĕмĕр. Пысăк та капмар йывăç çурт. Хапха умне çитсессĕнех кунта ватăсем пурăнаççĕ тесе пĕрре те калаймăн. Иртнĕ çулсенче пÿрт çумне хушса пысăк пÿлĕм ăсталанă, вĕр çĕнĕ веранда çĕкленĕ, пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать.
– Ачасем ÿркенмеççĕ. Çуралса ÿснĕ тĕп киле манмаççĕ, çĕнетсех тăраççĕ. Пире хамăра халь нумай та кирлĕ мар ĕнтĕ, – ăшшăн пуплет тĕпелелле иртме сĕнсе кил хуçи хĕрарăмĕ.
Анастасия Петровна пулчĕ вăл. Ирина Ермакован сывă пурăнакан пĕртен-пĕр хĕрĕ. Вăл та 80 çул урлă каçнă. Сакăр теçеткене хыçа хăварсан Федоровсем ăна Кушкăран хăйсем патне пурăнма илсе килнĕ. Унтанпа самай шыв-шур юхса иртнине те сисмен тăвансем. Çак вăхăтра хĕрарăмсен пĕрле хуйхи-суйхине те сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ.
Кайри пÿртри кравать çинче пĕр ĕмĕртен каçнă Ирина Григорьевна ларать. Типтерлĕ тăхăннă. Сывлăх суннă, хамăрпа паллаштарнă май унпа калаçăва пуçларăмăр. Тĕлĕнмелле, çулсем иртнине пăхмасăр, çирĕп ăс-тăнлă вăл.
– Кавал ялĕнчи Григорьевсен йăхĕнчен эпĕ. Шкулта пĕрре те вĕренмен, çапах вулама пĕлнĕ. Пĕве кĕрсен Кушкă ялĕнчи Петр Ермакова качча тухнă, анчах çемьеллĕ пурнăç пит ăнмарĕ, – аса илÿ ытамне путрĕ Ирина Григорьевна.
Унтан вăл пурнăç ăна чăннипех тĕрĕсленине пытармарĕ. Пĕчĕккĕллех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскере выçăллă-тутăллă пурнăç та, çăмăл мар хресчен ĕçĕ те авса хуçайман. Пур ĕçре те харсăр та йăрă пулнăранах пурнăçа сыпăнтарса пыма ăсталăх çитернĕ.
Çемьеленсен хуçалăх хирĕнче пилĕкне авнă. Ачисене ура çине тăратас тесе пĕрре те ахаль ларман. Мăшăрĕ, Петр Яковлевич, вăрçа тухса кайнă. Унта вăл тыткăна лекнĕ. Вăрçă вĕçленсен арçын вербовкăпа кайса Çĕпĕр вăрманĕнче тăрăшнă. Каярахпа киле килсе кăштах пурăннă та каллех тухса кайнă. Унтан сывă таврăнайман та. Хуçалăхри ĕç-пуç, ачисене ура çине тăратасси пĕтĕмпех хĕрарăм çине тиеннĕ.
– Темле йывăр пулсан та, вăрçă вăхăтĕнче те ачасене выçă лартман. Нимĕнле ĕçе те тиркемен. Çулталăка 300 ĕç кунĕ тăваттăм, – тет тыл ветеранĕ.
Ун хыççăн вăл хушăк çинче çÿлте тăнине, суха пуç тытнине каласа парать. Çав вăхăтрах ĕç çынна илем кăна кÿменнине, пурăнма, çынпа хутшăнма хавхалантарнине пĕлтерет. Ырă та уçă кăмăллă хĕрарăм хуçалăхра çирĕп вăй-халли шутланнă. Шел, лупас тăрринчен ÿксе амансан кăштах ĕçрен пăрăнма тивнĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн ывăлĕсене авлантарнă, хĕрĕсене качча панă. Пĕринче, Толя ывăлне авлантарнă чухне, чутах пакунлисен аллине çакланманнине те пытармарĕ.
– Ун чухне лавккара апат-çимĕç пит пулман. Чăвашсен йăли-йĕркипе хĕр килĕшме те килтен икĕ четвĕрт сăмакун илсе кайнă. Хăватли çумне пĕçернĕ хур-кăвакалне хунă тата ытти те. Сăмакунсемшĕн чутах айăплатчĕç, аран-аран хăтăлса юлтăм вĕт, – пĕлтерчĕ кинеми.
Пĕр ĕмĕр ытларах тăршшĕнче манăçа тухман пулăмсем пайтах пулнă хĕрарăмăн, пурне те çырса та пĕтереймĕн.
Ачисем, Настя хĕрĕн мăшăрĕ /пĕр килте шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă вĕсем/ çамрăклах çĕре кĕни унăн чун-чĕрине амантса хăварнине палăртрĕ.
– Этем йывăр ĕçе чăтать, хуйхă-суйхă сывлăха хавшатать, – тет Ирина Григорьевна.
Хальхи вăхăтра кинеми çут тĕнче илемне кураймасть. 15 çул каялла ăна хулари врачсем патне илсе кайнă, анчах усси пулман. Сĕм суккăр пулсан та пурнăçа ÿпкелемест, апата хăех çиет.
– Мана пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхаççĕ, – тет вăл.
Сумлă ватă тирпейлĕ те чыслă хĕрарăм пулни тÿрех курăнать. Калаçнăçемĕн тути-çăварне сăмса тутрипе шăлсах тăрать. Унтан: «Асăнмалăх сăн ÿкерер-ха?» – тесен, çи-пуçне тыткаларĕ.
– Ара, манăн тумсем йĕркеллех-и? Пуçа шурă тутăр çыхсан аван пулĕ. Настя, шурă тутăр çыхтар-ха, – терĕ вăл сăпайлăн кăна.
Çапла, паян шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлаççĕ амăшĕпе хĕрĕ. Унччен кил-çурт кĕрлесе тăнă Федоровсен. Ултă ача çитĕннĕ Анастасия Петровнăпа Николай Васильевичăн туслă çемйинче. Пĕр тăвансем ашшĕ-амăшĕн ăшă йăвинчен вĕçсе тухса кайса хăйсем çемье çавăрнă. Настя аппа мăшăрне, ывăл-хĕрĕсене аса илнĕ май куççульне те пытараймарĕ. Николай Васильевич чылай çул ветеринарта ĕçлесе ял çыннисен хисепне çĕнсе илнĕскер, йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Нумай сăмах ваклама юратман арçын çемьешĕн, ĕçшĕн хыпса çуннă. Аслă ывăлĕн, Кольăн, та ĕмĕрĕ кĕске пулнă. 48 çулхи арçын та йывăр чире парăнтарайман. Василий Тюмень тăрăхĕнчех тымар янă. Светлана Шупашкарта. Йĕкĕреш Аля Тутарстанри Çĕпрел районĕнче, Галя Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнаççĕ. Володя Мускавра. Кукамăшĕпе амăшĕшĕн тунсăхлакан ачисем яла килсех çÿреççĕ. Ватăсем пуян: 10 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук. Мăнукĕсен çуралнă кунĕсене те кукамăшĕ лайăх астăвать.
– Анне иртнине манман, вăл ăнлă. Эпĕ вара паллă пулăмсене чылайăшне асра тытаймастăп, – тет Настя аппа.
Ăш пиллĕ, ыттисене хисеплекене тата вĕсемпе килĕштерсе пурăнакана кăна шăпа вăрăм ĕмĕр парнелет теççĕ. Анастасия Петровнăн та амăшĕн çулĕпе такăррăн утмалла пултăр. Хĕрĕ хăйĕн чун ăшшипе амăшне, ачисене ăшăтса тăни лайăх туйăнать.
– Сывă та таса, тăнăç пурăнма сунатăп паянхи çамрăк ăрăва. Вăрçă-харçăна вĕсем тĕлĕкре те ан курччăр. Ватта сума сăвакан хăй те ырă курать тенине асра тытăр. Вара пурнăç иртнине те сиссе юлаймăр, – тесе ăсатрĕ пире 104 çул тултарнă Ирина Григорьевна.
Ытлашши сăмах ваклама юратман Анастасия Петровна вара амăшĕн сăмахĕсемпе килĕшсе:
– Çапла пултăр. Турăпа пĕрле çÿрĕр, – тесе пĕчĕк калиткеренех кăларса ячĕ.
Телейлех Настя аппа, унăн амăшĕ паян та унпа юнашар…
В.АЛЕКСЕЕВА.