Ака вĕçленнĕ пулин те уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ÿсен-тăрана çум курăкран, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапас ĕç хĕрсе пынă вăхăт. Утă çине те паян-ыранах тухмалла. Кашни ĕçе вăхăтра тума ĕлкĕрмелле.
Ку енĕпе ĕçе лайăх йĕркеленĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса курма шутлани çинчен Юрий Мясников председателе пĕлтерсен вăл пире:
– Ирхине 6 сехетрен кая юлмасăр хире çитес пулать. Унсăрăн механизаторсемпе тĕл пулаймăр, – терĕ.
Ахаль сăмахлани пулмарĕ, каланă вăхăта ял хуçалăх предприятийĕн уйне çитсе те тăтăмăр. Им-çам сапакан агрегат пăрçа лаптăкĕнче чарăннă. 60 гектар йышăнакан ПР репродукцири Фрегат пăрçа пысăк тухăç шантарни куçа курăнать. Калчасем парка шăтни, аякранах тĕттĕм симĕссĕн курăнса ларни ÿсен-тăран лайăх ÿссе çитĕннине çирĕплетет. Хальхи вăхăтри шăрăх çанталăкра вара лаптăксене хурт-кăпшанкă тапăнас, чир-чĕр ерес хăрушлăх пысăк, çум курăкĕ те «çывăрмасть». Тăтăш механизаторсемпе юнашар пулма тăрăшакан Виктор Цыганов тĕп агроном ку чухне мĕнле препаратсемпе усă курни çинчен чарăнса тăма та манмарĕ.
– Çум курăка хирĕçле Глобал, хурт-кăпшанкăран Командор Ç Айвенго сапатпăр, – терĕ.
Ял хуçалăх культурисене им-çам сапма хутшăнакан Геннадий Алексеевпа Сергей Афанасьевăн, Анатолий Гавриловăн юлашки кунсенче лару-тăрăва кура ĕç вăхăтне улăштарма – çĕрпе куна уямасăр ĕçлеме тивнĕ. Мĕншĕн тесен паянхи пек шăрăхпа хĕвел çунтаракан çанталăкра çак ĕçе пурнăçланин усси сахал. Çакна шута илсе механизаторсем çурçĕр иртсен 2 сехетрех ĕçе пикенеççĕ, ирхине 7-рен вара им-çама вăхăтлăха сапма чарăнаççĕ. Çилсĕр çанталăкра каç кÿлĕм, 5-рен пуçласа тепĕр хут хире тухаççĕ – çĕрле 10 сехетчен ĕçлеççĕ. Çапла майпа вĕсем меллĕ вăхăтпа усă курса шутлă кунсенче 625 гектар йышăнакан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, кукуруза /70 гектар/, вăрлăхлăх нумай çул ÿсекен курăксен ?25 гектар/ лаптăкĕсене çум курăкран, хурт-кăпшанкăпа чир-чĕртен сыхласа хăварчĕç.
…Ял хуçалăх предприятийĕнче палăртнă лаптăксенче им-çам сапас ĕçе ĕнер пĕтĕмпех вĕçленĕ. Кунта вăй хунă механизаторсем ĕçренех ыттисемпе пĕрле ака пăттин уявне хутшăннă. Сăмах май, «Рассветра» çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн хуçалăх производствинче тăрăшакансене пархатарлă ĕçĕшĕн тав тума уяв кĕрекине йыхравласси йăлана кĕнĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Сергей Афанасьев, Анатолий Гаврилов, Геннадий Алексеев тата Виктор Цыганов яваплă ĕçе вăхăтра пурнăçласа хăварма ĕлкĕрнипе кăмăллă.