Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем валли кăçал пĕтĕмпе 387 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.
Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре ĕçсĕррисен шута илнĕ йышĕ 3934 çынпа танлашать, ĕçсĕрлĕх шайĕ — 4,7 процент.
Вакансисен шучĕ те пĕчĕк мар — 17 пин. Ĕç паракансем сĕнекен вăтам шалу — 17,8 пин тенке яхăн.