Иртнĕ эрнекун Елчĕкри тăван тавралăх музейĕнче Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн членĕн Галина Изратован «Тăван халăха юратса» ятпа куравĕ уçăлчĕ. Галина Васильевна пурăннă пулсан кăçал 62 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чире пула пиртен 3 çул каялла уйрăлса кайрĕ вăл. Педагог-ÿнерçе халалласа çак кун музее унăн тус-тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пухăнчĕç. Унăн аппăшĕ Татьяна Шаркова, шăллĕ Валерий Изратов, çывăх тăванĕсем, Петр Сидоров тата Марина Карягина журналистсем, Владислав Зотиков скульптор, Геннадий Иванов-Орков искусство ăсти, Геннадий Медведев артист, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева, музей заведующийĕ Светлана Голубева тата ыттисем те Галина Васильевна пирки нумай ырă сăмах каларĕç.
Галина Изратова тăмран, пусмаран, çăмран, йывăçран тата ытти хатĕртен ăсталанă кĕлеткесем, вĕсенче вырăн тупнă ырă чунĕ тата пысăк ăсталăхĕ ĕмĕрех халăх асĕнче упранĕç. Ĕçсемпе паллашнă май Галина Васильевнăна çывăхах пĕлмен пулсан та унăн чун-чĕри, кăмăлĕ, шухăшлавĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ, пăшăрханăвĕ-савăнăçĕ, шалти тĕнчи… – пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. Иртнĕ ĕмĕрти ял пурнăçне сăнарлакан кашни пуканийĕ чунлă та чĕрĕ, ăшă кăмăллăскерсем, ĕçчен те сăпайлăскерсем хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ, калаçаççĕ-шÿтлеççĕ, пĕр-пĕринпе канашлаççĕ тейĕн. Кÿлепесене тĕсенĕ май аса илÿсен тарăн аврăне путрăм, вĕсенче чылайăшĕнче хамăн аякра юлнă ачалăхри чуна çывăх сăнарсене курма пуçларăм: чăн чăваш тумĕллĕ, çиелтен фуфайка тăхăннă шăпăрлă мучи; сумка йăтса лавккана каякан е унтан таврăнакан икĕ аркăллă кĕпеллĕ тата саппунлă кинеми; çăм арласа ларакан шухăша путнă карчăк; уйран çÿпçипе çу уçлакан хĕрарăм; çамрăк ача амăшĕ; алă арманĕпе тырă авăртакан арçын; ĕне-сурăх хăвалакан кĕтÿçĕ. Тĕлĕнсе каймалла пысăк содержаниллĕ композицисем пирки çырса пĕтерме хут та çитеймĕ. Кашни экспонатăн хăйĕн шăпи, уйрăмлăхĕ, историйĕ. Ахаль пуканесен куравĕ анчах мар кунта – чăваш тĕнчи, чăваш халăх кун-çулĕ. Тумĕсем тĕрленĕскерсем. Масмаксемпе тухьясем, сарăсемпе яркăчсем, пĕркенчĕксемпе çулăксем. Мĕн тери хитре-ха вăл чăн чăваш çи-пуçĕ! Вĕсене эпир халь асаннесен арчисенче, музейсенче е кĕнекесен страницисенче анчах куратпăр.
– Йăмăкăн ĕçĕсенче ытларах ял халăхĕ, хамăр районти Кавал ялĕ, пирĕн касри çынсем, – шухăшсене вуланăн пырса тăчĕ ман ума ÿнерçĕн аппăшĕ – Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Татьяна Шаркова художник. – Ак çаксем вĕсем пирĕн кÿршĕсем. Ку Юманкка Кули – хамăр ялах, кĕтÿçĕ. Шурă лаша çинчи юланутçă та палланă çынах… Тата та нумайччĕ унăн ĕçĕсем, пурăннă чух чылайăшне çывăх çыннисене парнеленĕ.
Кунтах Чăваш Енре анлах сарăлса çитеймен жанрпа хатĕрленĕ тăмран ăсталанă пĕчĕк скульптурăсем. Вĕсене тăван тăрăхри чĕкеç тăмĕпе ăсталанă ÿнерçĕ. 2011 çулта Галина Васильевнăн «Çăкăр шăрши» открыткăсен пуххи пичетленсе тухнă. Шăпах çак ĕçсем вырăн тупнă унта. Вĕсенче эпир хамăрăн ачалăха анчах мар, асаттесемпе асаннесен пурнăçне те куратпăр. «Выртма», «Çурхи уявсем», «Чÿк», «Тырă вырни», «Çăкăр шăрши», «Тырă çапни», «Ака-суха», «Тырă аллани, сортлани», «Сÿрелени», «Улăмпа арпа» тата ытти композицисем чăвашăн мĕн пур историне, культурине, йăли-йĕркине уçса параççĕ, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн сăнлаççĕ. Галина Васильевнан ĕçĕсенчен, чăн та, çăкăр шăрши кĕрет.
– «Çăкăр шăрши» ĕçĕсен пуххинчи 5 ĕçĕ Санкт-Петребургра – Çăкăра халалалнă музейре упранать, – сăмахне малалла тăсать Татьяна Васильевна. – Пĕр йывăçчĕ эпир йăмăкăмпа. Шел пулин те, вăл вилсен йывăçăн çурри ÿкрĕ. Сыввин пурнăçа малаллах тăсмалла, малаллах пурăнмалла.
Çапла, пĕр çемьерен тухнă икĕ талантлă çынна – аппăшĕпе йăмăкне уйăрма çук. Кавалти Василий Степановичпа Наталья Павловна Изратовсен туслă çемйинче ÿссе çитĕннĕ вĕсем. 5 ачаран 2 хĕр тантăшсем пек çитĕннĕ. Шел пулин те, малтан çуралнă 2 ывăлĕ пурнăçран çамрăклах уйрăлнă. Тĕп килте халĕ Валера пурăнать.
Аппăшĕпе йăмăкĕ пĕрле вылянă, пĕрле ĕçленĕ.
– Çырма хĕрринче кĕпе-йĕм чÿхеттĕмĕрччĕ. Унтанах киле чĕкеç тăмĕ илсе кайнă. Йăмăкăм вĕсенчен кÿлепесем ăсталатчĕ. Атте ветернинар пулса ĕçленĕренех пуль, выльăхсене юрататчĕ вăл. Аттене те питĕ юрататчĕ, унăн ĕçне кăмăллатчĕ, – аса илет Татьяна Васильевна. – Галина хăйĕн пуканисене ăсталама кайран та ялтанах илсе каятчĕ чĕкеç тăмне. Тăван тăрăхри тăм вăй-хал парсах тăчĕ ăна, çавăнпах пуль ĕçĕ кал-кал, кÿлеписем çыпăçуллă пулатчĕç. Кирек хăш ĕçе тытăнсан та яланах вĕçне çитерме ăнтăлатчĕ. Ытларах çĕрлехи вăхăтра, ĕç хыççăн ачисене çывăрма вырттарнă хыççăн тăрмашатчĕ. Чун апачĕ пулнă уншăн çак ĕç, унпа йăпаннă, ача евĕр чунтан савăннă. «Ăсталаса пĕтереймен кÿлепесем манăн пуçра тăраççĕ, тăпăр-тăпăр чупса хăйсен вырăнне шыраççĕ. Ĕçе пĕтермесен пуç ыратать, шухăшрине пурнăçа кĕртсен, кÿлепесем хăйсен вырăнне тупсан анчах чун лăпланать», – тетчĕ хăй яланах.
Çапла, пĕр килтен пысăк чунлă икĕ ăстаçă тухнă. Татьяна Шаркова паллă художник, чăваш тумтирĕпе те кăсăкланать. 1979 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен, 1985 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çавăнтанпа вăл шурă пире эрешлет, ÿкерет. Пысăк ăсталăхне пула ăна республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл 30 çул ытла Çĕнĕ Шупашкарти искусство шкулĕнче ÿнер уйрăмне ертсе пырать. Татьяна Васильевна Раççейре ÿнер тĕлĕшĕпе ĕçлекен темиçе художникран пĕри, вăл наци искусствинче çĕнĕ пулăмпа палăрса тăрать: авалхи чăваш çĕввисемпе усă курса хальхи йышши панносем ăсталать. Çак енсене пĕр тĕвве çыхăнтарса халăх йăли-йĕркине те тĕпчет.
Галина Изратова чăваш халăхĕн ĕç-хĕлне, йăли-йĕркине пуканесем урлă сăнласа кăтартнă. Вăл 5 çулта чухнех хулăн утияла шăтарса мамăксем кăларнă, унран хитре пуканесем ăсталама пултарнă. Шкул хыççăн Галина тĕп хулари педучилищĕре вĕреннĕ. Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра, издательствăра хут цехĕнче ĕçлеме те тÿр килнĕ ăна маларах. Каярах ача садĕнче тăрăшнă. Çак вăхăтра хăйĕн ĕçĕсене куравсене тăратнă хĕрарăм. Пĕр выставкăра вара унăн ĕçĕсемпе паллашнă ăста специалист Галинăна «ыттисенчен урăхларах ĕçлет» тесе ача-пăча пултарулăх керменне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл ачасене керамикăран кÿлепесем ăсталама хăнăхтарнă. Раççей шайĕнчи «Руçь ăстисем» конкурса хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă, унăн ĕçĕсем тăрăх ача-пăча валли фильмсем те ÿкернĕ.
Пĕртăвансем пĕрле те, расна та куравсем йĕркеленĕ. Ăсталăх несĕлсенчен чунпа та, юнпа та куçать пуль вăл. Сăмах май, вĕсен шăллĕн Валерий Изратовăн та кÿлепе ăсталас пултарулăх пур. Районта уйрăм предприниматель пек пĕлетпĕр ăна. Валерий Васильевич пĕрремĕш юр çусанах унран Елчĕкри «Водолей» лавкки умне тĕрлĕ кÿлепесем ăсталаса лартать.
– Пысăк талант сире камран куçнă тесе шухăшлатăр? – ыйтатăп Татьяна Васильевнăран.
– Кукаçи енчен куçнă пуль тетĕп. Анне манăн Патреккел ялĕнче Пчелов Павел çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсем алă ĕçне кăмăллани паллă. Пĕр йăхри Никонор /вăрçăра вилнĕ/ самолетсем туса вĕçтернине те калатчĕ çывăх çыннăмăр.
Талантлă йăхран пулнине тĕнчипе паллă Геннадий Волков Татьянăпа Галинăн куккăшĕ пулни те лайăх çирĕплетет. Геннадий Никандрович хăйĕн «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «Сăваплисем… Çиччĕшĕ те. Пурте» статйинче пĕр тăвансен кукамăшĕ Наталья пирки çапларах çырнă: «Натюк аппа – ман кукаçпа пĕр тăван. Пĕтĕм тĕнче пĕлекен Татьяна Шаркован кукамăшĕ. Илемлĕ калаçатчĕ, илемлĕ хăналатчĕ, илемлĕ çĕлетчĕ, тĕрлетчĕ. Пĕччен пурăннă чух та, ватăлсан та пÿрт-çуртне тап-таса тытатчĕ. Ĕмĕрĕнче никампа вăрçăнса курман, никама усал сăмах мар – хытă каласа та çылăха кĕмен. Юрланă пекчĕ сасси ун…»
– Кукамай пирки чылайăшĕ ăшшăн аса илетчĕç. Çав шутра пĕр ратнери Ефим Молоствов та. Унăн ывăлĕ Анатолий Молоствов тĕп больницăра тухтăр пулса тăрăшать, – сăмахне васкамасăр малалла тăсать Т.Шаркова.
Ентешĕмĕрĕн куравĕнче пулнă хыççăн пысăк хавхаланупа таврăнтăм ĕçе. Выставка ноябрĕн 20-мĕшĕччен ĕçлет. Унпа эсĕ те хаваспах паллашма пултарăн, вулаканăм.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Татьяна Шаркова йăмăкĕн ĕçĕсемпе.