Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи хастаррисем – ватăсем

Чи хастаррисем – ватăсем

Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмне 2012 çултанпа Надежда Краснова ертсе пырать. Çынпа яланах çепĕç калаçакан ĕçчен хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлать.

Çăмăл мар кунта ĕçлеме. Почта çурчĕ кивĕ, ăна вутăпа хутса ăшăтмалла. Надежда Александровна нăйкăшса ларакан хĕрарăм мар, клиентсене вăхăтра йышăнма та, каланкка хутма та ĕлкĕрет. Уйрăмри почтальонкăсем хастаррипе савăнать вăл.

Хальхи вăхăтра çырăнтару тапхăрĕ пынă май уйрăма пĕрин хыççăн тепри хаçат-журнал çырăнма е коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме пырать. Акă, Федор Крысов та çитес çур çул валли «Елчĕк ен» хаçата çырăнма кăмăл турĕ. Федор Никандрович 75 çулта. Вăл çапла пĕлтерчĕ:

– Почтальон килессе чăтăмсăр кĕтетĕп вара. Пÿрте кĕричченех районти хыпарсене пĕлес тесе «Елчĕк ене» ярса тытатăп. Мана хамăр район хаçачĕ питĕ килĕшет. Çулсерен хаваспах çырăнса илетĕп ăна. Хам пĕтĕмпех «шĕкĕлчесе» тухсан çырăнайманнисене вулама кайса паратăп.

– Ял çыннисем ытларах район хаçатне кăмăллаççĕ. Ырă тĕслĕх кăтартакансем – пенсионерсем. Çамрăксем питех çырăнасшăн мар, – тет Н.Краснова.

Хальхи вăхăтра уйрăмра район хыпарçине 180 çемье çырăнса илет. Çак кăтартăва çитес çул та чакарасшăн мар почтальонсем.

Çыхăну ĕçченĕсен профессийĕ пархатарлă. Вĕсене лайăх условисем кирлех. Ку енĕпе ырă улшăнусем пуласса тахçанах кĕтеççĕ вĕсем.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Красновăпа Ф.Крысов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code