çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ хăй калаçăвне Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан 86 çулхи ĕç ветеранĕ Николай Петрович Кудрявцев. Пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă ватă халĕ те хуçалăх ĕçĕсемпе кăсăкланать.
Йывăр саманара, йышлă çемьере çуралса ÿснĕ пулин те Николай Кудрявцев аслă пĕлÿ илме çирĕп тĕллев илнĕ. 1957 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ хыççăн ăна направленипе хамăр районти «Рассвет» колхоза агроном пулса ĕçлеме яраççĕ. Тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çамрăка 1968 çулта тăван яла – «Победа» колхоза куçараççĕ. Сортлă вăрлăх тăвас ĕçе тĕпе хурса ĕçлет вăл. «Победа» колхоз кашни çулах ВДНХри куравсене ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене хатĕрлесе тăратма пултарнинче Николай Кудрявцевăн тÿпи пысăк пулнă. Тăван хуçалăха малалла аталантарассишĕн чунне парса вăй хунă агроном ăста ертÿçĕсемпе – Социализмла Ĕç Геройĕпе, Ленин, Октябрь Революцийĕн орденĕсен кавалерĕпе – В.Г.Свекловпа, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçлĕ пулнă А.В.Евтихеевпа, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕпе Н.П.Емильевпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнипе те савăнать, мăнаçланать.
«Ĕçне кура – хисепĕ», – тенĕ халăхра. Николай Кудрявцев ытти сумлă ятсене те нумай хутчен тивĕçнĕ. «Ĕçре палăрнăшăн» медаль, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамоти /виçĕ хутчен/ те çак шута кĕреççĕ.
– Ялан ĕçре пулнă, киле çывăрма кăна таврăннă тесен те юрать. Çавăнпа хĕрпе икĕ ывăла та мăшăрăм, Лидия Алексеевна ÿстернĕ тесех калас килет, – сăмахне малалла тăсрĕ Николай Петрович. Мăшăрĕ те «ялти тухтăр» пулнă. Нумай çул медицина сестринче вăй хунă. Участокри больница хута кайсан ăна аслă сестра пулма çирĕплетнĕ, унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ят-сума сахал мар тивĕçнĕ.
– Çур акине тухсан, тыр-пул пухса кĕртме тытăнсан чун-чĕре уй-хире туртать, кашни пучаха аллăмсемпе тытса ачашлассăм килет, – тет самай сумлă çулсене пуçтарнă агроном. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пăтрашуллă тапхăрта 9 бригадăран тăракан, Раççейĕпе паллă «Победа» колхоз вакланса-уйрăлнине, вуншар çул пуçтарнă мул, пурлăх сапаланса пĕтнишĕн сахал мар пăшăрханнине те чун-чĕринче пытарса тăма пултараймарĕ Николай Кудрявцев. Çав вăхăтрах:
– Николай Александрович Головин «Победа» хуçалăха çĕнĕрен йĕркелеме, унăн çĕнтерÿллĕ ятне каялла тавăрма пултарнипе, чăннипех, савăнатăп, – тесе хушса каларĕ.
Уй-хирсенче таса тырă тухăçлă çитĕнни, выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн тăрантармалăх ешĕл курăкĕ ашкăрса, сарăлса ÿсни пурнăç шав малалла пулнине ĕнентерет. Ял çынни ахальтен мар ĕлĕкех: «уй-хир пуян пулсан – эпир пуян», – тесе юрланă…
З.ПОРТНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Николай Кудрявцев /сылтăмра/ 30 çул пахча çимĕç, сад бригадирĕнче вăй хунă Аркадий Константиновпа вăрлăхлăх акса çитĕнтернĕ сухан уйĕнче /1979 çул/