Старый Оскол хулинче 15-18 тата 19-20 çулсенчи çамрăксем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Раççей первенстви иртнĕ.
Ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Кивĕ Эйпеçри тĕп шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти олимп резервĕн училищинче пĕлÿ пухакан Полина Андреева /пĕрремĕш тренерĕ Виталий Марков/ палăрнă. Вăл 49 килограма çитичченхи виçере штангăна пĕр чарăнмасăр çĕклессипе /рывок/ бронза медаль çĕнсе илнĕ.