Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăх – телейлĕ тĕнче

Ачалăх – телейлĕ тĕнче

Июнĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун.

Хальхи вăхăтра районта 1900 çемье шутланса тăрать. 263 нумай ачаллă çемьере 851 ача, 222 тулли мар çемьере 320 ача, 63 инвалид ача, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 49 ача çитĕнеççĕ. Вĕсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшусемпе тивĕçтерет.

Çав вăхăтрах республикăра Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх фончĕн «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» проекчĕ çулсеренех пурнăçа кĕрсе пырать. Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕне нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшусем пама уйăраççĕ, çамрăк та пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарнă çĕрте те усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине 14702211,93 тенкĕ пуçтарăннă. Вăл шутран Елчĕксем 173376,24 тенкĕ хывнă.

Кунта районти ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен, уйрăм предпринимательсен тÿпи пысăк. Елчĕксем хывнă укçа-тенкĕ районах таврăнать. Унпа йывăр шăпаллă ачасене пулăшнă, ача-пăча валли кану вырăнĕсем йĕркеленĕ çĕрте усă курĕç.

Ачалăх – телейлĕ тĕнче. Кашнийĕн çутă пултăр вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code