Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Фермер шкулĕ» алăкĕсене уçать

«Фермер шкулĕ» алăкĕсене уçать

«Россельхозбанк» республикăра «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проектне йĕркелет. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен декабрĕн 10-мĕшĕнчен заявкăсем йышăнма пуçланă.

«Фермер шкулĕ» – кашни регион валли уйрăм хатĕрлекен проект. Ăна пурнăçа кĕртни хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшмалла. Унсăр пуçне, фермерсен паха продукцийĕн çĕнĕ бренчĕсем те йĕркеленĕç. «Фермер шкулĕнчи» вĕренĕвĕн тăкакĕсене банк пĕтĕмпех хăй саплаштарать. Унта вĕренме кĕме малтан конкурс витĕр тухмалла, çĕнтерÿçĕсене 252 сехетлĕх программăпа вĕренмелли сертификатсем параççĕ. «Фермер хуçалăхĕн агробизнесĕ» хатĕрленÿре вĕсем «Сыр пĕçерессин çĕнĕ технологийĕсем» е «Çырла туса илесси» тĕлĕшпе пĕлÿ илме пултараççĕ.

Конкурса хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен уйрăм предпринимательсем, килте хушма хуçалăх тытакансем хутшăнма пултараççĕ – документсене 2021 çулхи январĕн 12-мĕшĕччен пама ĕлкĕрмелле!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code