Халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнас тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем час-часах тĕл пулусем йĕркелеççĕ.
2017 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк район прокуратуринче (Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 10-мĕш çурт) 11 сехетрен пуçласа 14 сехетчен граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ. Ыйтусем çине Чăваш Республикин прокуратурин гражданла тата арбитражла ĕçсене прокурорсем хутшăнассине тивĕçтерессипе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ — юстицин аслă советникĕ А.Зольников хуравлать.
Ыйтусем пулсан маларах 2-50-05, 2-59-05, 2-54-53 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр.
В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.