Виртуаллă «Заповедная Чувашия» экологипе туризм экскурсийĕ пулăшнипе Чăваш Енри çут çанталăк территорийĕсен илемĕпе килтен тухмасăрах паллашма пулать.
Хальхи вăхăтра республикăра кунашкал 70 объект шутланать. Пĕлтĕр 1200 ытла çын Чăваш Енри заповедниксемпе онлайн мелĕпе паллашнă. «Çул çÿревçĕсем» «Чăваш вăрманĕ» наци паркне, «Сăрçи» заповедника уйрăмах килĕштереççĕ. Кăçал, Раççейри Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕнче, «Чăваш Ен промышленноçĕ» туризм экскурсийĕ ĕçлеме пуçлать. Вăл республикăри промышленность предприятийĕсемпе паллаштарĕ.