2025 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 10 пин ытла предприятийĕ уçăлнă. Пилĕк çул каяллахипе танлаштарсан 2 хут нумайрах. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа — 2 пин ытла.
Халĕ ĕçлекен компанисен шучĕ — 51,5 пин ытла. Республикăра пĕтĕмпе 150 пин ытла предприниматель вăй хурать. Бизнеса аталантарма 2019-2025 çулсенче 7 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă.

