Февралĕн 2-мĕшĕнче тĕп хулари Оперăпа балет театрĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Çырупа паллашма Чăваш Ен Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, ыттисем пухăннă.
Халăхпа пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине аса илтернĕ май Олег Алексеевич Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç. «Эпир вара – çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр», – терĕ ку енĕпе умри тĕллевсене пурнăçламаллине палăртнă май.
Пĕрлĕхе çирĕплетекенни – пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. Чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕршыври лару-тăру çинчен аса илсе хăварчĕ, коронавирус çынсен пурнăçне чылай татнине палăртрĕ. Тухтăрсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парса COVID-19 чирпе аптранă 17 пин ытла çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Пархатарлă ĕçсемшĕн сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакан мĕнпур медицина ĕçченне ырласа тав сăмахĕсем каларĕ.
Çивĕч темăсен шутĕнче – пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсене пулăшасси. Пандеми условийĕсенче федераци шайĕнче ку енĕпе чылай йышăну тунă. Уйăрнă укçа-тенкĕ виçи 6 млрд тенке яхăн. Республика шайĕнчи мерăсем те курăмлă: пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, социаллă тÿлевсене индексацилени, амăшĕн капиталне пысăклатни, 16 пине яхăн ачашăн шкула кайма хатĕрленмешкĕн тÿлев пани. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5 тата ытларах ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисене пысăклатнă. Халĕ вара пулăшăвăн мĕн пур мерине индексацилеме хушнă. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси те тĕп вырăнта. Тĕллев – 2025 çул тĕлне республикăри чухăнлăх шайне 14,3 процент таран чакармалла /халĕ вăл 17,4 процент шайĕнче/.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ сфера – вĕрентÿ. Пĕлтĕр республикăра 7 ача сачĕ уçнă, кăçал тата 9-шне хута ямалла. Иртнĕ çул Çĕнĕ хулара 1600 ача вĕренмелĕх шкул хута янă. «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем хута каймалла /иртнĕ çул 60 ытла çакăн пек центр алăкĕсене уçнă/. Культура çине те çулсерен пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пĕлтĕр ку тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Кăçал Чăваш патшалăх филармонийĕн реконструкцине вĕçлемелле. Тата – Оперăпа балет театрĕн реконструкцине пуçламалла.
Çÿлерех палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме вăйлă экономика кирлĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул пуçаруллă ĕçленĕ – социаллă пурнăçпа комплекслă программăна, 2035 çулчченхи стратегие хатĕрленĕ. Пуçаруллă предпринимательсен проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кÿмелле, çак тĕллевпе хăтлă условисем йĕркелемелле. Экономикăна аталантарас тесен бизнеса вăй илтермелле, çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçмалла, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле. Инвестици илĕртÿлĕхне аталантарни те тĕп вырăнта. Республикăра пурĕ 2,4 пин ытла промышленность предприятийĕ ĕçлет, 75 пин ытла ĕç вырăнĕ. Пĕлтĕр пандемие пула нумай предприяти йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, çавна май промышленность производстви чакнă. Агропромышленность пайĕ çулсерен ÿссе, вăй илсе пырать. Уйрăмах пирĕн тăрăхра хăмла лартса çитĕнтерме чаплă условисем пуррине асăнса хăварнă Республика Пуçлăхĕ. «Çĕр улми лартса çитĕнтерессипе, паха вăрлăхсем хатĕрлессипе регион лайăх ĕçлет, апла пулсан, ку енпе те малалла ĕçлемелли чылай.
Малашлăх – пултаруллă кадрсенче. Акă мĕншĕн Олег Алексеевич республикăна çитес çулсенче хăш профессисемпе мĕнле кадрсем кирлĕ пулассине тĕплĕн тишкерме, вĕрентÿ организацийĕсен программисене çĕнетме хушрĕ. Шкулсенче профильлĕ классем йĕркелени вырăнлă, экономикăра тата социаллă сферăра кирлĕ специальноçсемпе вĕренмешкĕн çамрăксене тĕллевлĕн йышăнмалла.
Олег Николаев çавăн пекех экологи ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Елчĕкри тата Элĕкри каяш вырăнĕсене рекультиваци тунă. Кăçал Канашра рекультиваци тумалла, Çĕрпÿри тата Красноармейскинчи вырăнсене хупмалла. Çавнашкал çĕнĕ вырăнсем тăвасран сыхланмалла. Çак тĕллевпех хытă каяшсене уйрăммăн пухассине йĕркелени вырăнлă, тирпейлекен каяшсен тÿпине пысăклатмалла.
Çырура халăха ĕçмелли пахалăхлă таса шывпа тивĕçтерессипе, авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассипе, туризмпа çыхăннă ыйтусем çине те тимлĕх уйăрнă. Пысăк тĕллев – пурăнмалли çурт-йĕр строительствине ÿстересси.
Олег Николаев специалистсем хатĕрлессипе, спорта, культурăна, çул-йĕрпе строительствăна, туризма аталантарассипе, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, цифровизацилессипе палăртнă ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлевçин чиккисене тума хутшăннă паттăрсене халалланă. Апла пулсан, палăртса хунă мĕнпур мероприятисене туллин тата кирлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле. Кунсăр пуçне вăрçă ачисем те тимлĕхре пулмалла. Социаллă çăмăллăхсене илес пулсан, «вăрçă ачисен» статусне илнĕ граждансем малашне укçан пулăшу та илĕç. Вăл çакна республика бюджетне пирвайхи хут тÿрлетÿ кĕртнĕ чухнех шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне те çăмăллăхсемпе усă курĕç.
«Çырăва кĕртнĕ мĕнпур тĕллевсем республика аталанăвне витĕм кÿреççĕ. Вĕсене туллин пурнăçласан çитĕнÿсем пулĕç. Чи çивĕч ыйтусене, халăх кулленех çĕклекеннисене пĕрле килĕшсе татса памалла», – тесе каларĕ Çырăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çырăва хаклаççĕ
Леонард ЛЕВЫЙ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
– Çыру тĕплĕ те питĕ анлă. Ку Çыру республикăн пĕтĕм сферине пырса тивет. Олег Алексеевич чи малтанах Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи аталанăвне тишкерчĕ, пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех ку çул валли тĕллевсем лартрĕ. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, халăха социаллă пулăшу парассипе, экономика тата вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Çавăн пекех ял тата ял хуçалăх аталанăвĕ пирки те нумай каларĕ. Палăртма кăмăллă: ял тăрăхĕсенче юлашки вăхăтра ырă ĕç нумай тунă пулсан та малашне те пулса пырĕ. Инвестици проекчĕсем пурнăçланĕç, çул-йĕр тăвас, юсас, культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетес енĕпе ĕçлĕç. Ял хуçалăхĕнче вара, Çырура палăртнă тăрăх, çĕнĕ технологисене вăя кĕртĕç, патшалăхăн пулăшăвĕсемпе анлăн усă курма майсем туса парĕç. Çырури тĕллевсене, паллах, пĕччен пурнăçлама май çук. Власть органĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, бизнес представителĕсем, халăх пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пырсан вĕсене пурнăçлайăпăр. Тĕллевсем уçăмлă. Вĕсен халĕ кашни ертÿçĕшĕн, кашни çыншăн ĕç йĕрки пулса тăмалла тесе шухăшлатăп.
Надежда УРКОВА, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ:
– Тĕп документра сывлăх сыхлавĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ О.Николаев, пандемие пула тухса тăнă йывăр-лару тăрура хăйсене хĕрхенмесĕр ырми-канми ĕçлекен шурă халатлă ĕçченсене тав турĕ. Пирĕн сывлăх сыхлавĕ тухăçлă ĕçленине çирĕплетрĕ пулин те, Олег Николаев шухăшĕпе, инфекци хăрушлăхĕ çивĕч нумай ыйтăва çиеле кăларнине каларĕ. Çав шутра – тĕп хулари инфекци стационарĕнче çĕнĕ йышши оборудовани çителĕксĕрри. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче тунă клиника больницин корпусĕсем кивелсе çитнĕ. Нацпроект пулăшнипе сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕсене тăвассине, киввисене реконструкцилессине плана кĕртнине палăртрĕ. Владимир Путин Президент республикăри клиника больницин çĕнĕ комплексне тăвассине ырланă. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ хатĕрленÿ ĕçĕсене васкатмаллине, асăннă строительствăна 2021 çул вĕçĕнчен, 2022 çул пуçламăшĕнчен юлмасăр пуçламаллине палăртрĕ. Çавăн пекех онкодиспансерăн çĕнĕ корпусне те тума тытăнмалла.
Ирина ЧЕРНОВА, Лаш Таяпа шкулĕн директорĕ:
– Вĕренĕве аталантарасси яланах çивĕч темăсен йышĕнче. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ, вĕренме мĕн пур услови туса парасси – тĕп ыйту. Çырура кăтартнă тăрăх, республикăра 50 процент таран кивелнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетмелле. Модернизаци стандартне çирĕплетнĕ май шкул таврашне хăтлăлатасси, спорт лапамне йĕркелесси те тимлĕхре пулĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант – ачасене мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхине ăша хывса пыма методика хатĕрлесси, ун валли çĕнĕ кĕнекесем кăларасси.