Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

КĔСКЕ СПРАВКА
Кĕçĕн Таяпари Борис Головин (сăн ÿкерчĕкре) хресчен  (фермер) хуçалăхне 2007 çулта йĕркелесе янă. Пуçламăшĕ, паллах, çăмăл пулман. Малтанласа харпăрлăхра шутланса тăнă 12 гектар çĕр лаптăкĕпе çырлахма тивнĕ. Каярахпа, ун чухнехи Чкалов ячĕпе хисепленекен, «Таябинка» тата «Звезда» ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçленĕ Кĕçĕн Таяпа, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел ял çыннисем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пай çĕрĕсене арендăна фермер аллине шанса пама тытăнсан усă куракан çĕр лаптăкĕсем кашни çул ÿссех пынă. Халĕ ĕнтĕ фермер усă куракан çĕр лаптăкĕ 800 гектара яхăн шутланать.

Хĕл каçипе çуса тултарнă юр куç умĕнчех ирĕлсе пĕтрĕ. Акана тухиччен те шутлă кунсем анчах тăрса юлаççĕ. Çакна шута илсе ăнăçлă аталанакан, иртнĕ çулхи ял хуçалăх çулталăкне те пысăк кăтартусемпе вĕçленĕ Борис Головин фермерпа тĕл пултăмăр. Унран пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл пирки, черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама епле хатĕрленни пирки ыйтса пĕлтĕмĕр.

– Иртнĕ çул кашни гектартан вăтамран 40 центнер тыр-пул пухса кĕртни, тырра сутса пырса кĕнĕ укçа-тенкĕпе техника ?темиçе единица та/ туянма пултарни, Борис Петрович, сире кăçалхи çур аки ĕçĕсене те пысăк хавхаланупа пикенме хистет пулинех;

– Иртнĕ çул, чăннипех, кĕр тулăх килчĕ. 200 гектар çинчи кĕрхи тулă тата тухăçлăрах çитĕнчĕ, ăна 1 гектар пуçне шутласан, 50 центнера яхăн алла илме пултартăмăр. Тырă сутса тунă укçапа пĕр тăхтаса тăмасăр Беларуç трактор, сеялка ?анлăшĕ 6 метр/, погрузчик, дискатор, ОВС сортировка туянтăмăр. Маларах, вырмаччен 5 миллион тенкĕ хак тăракан тырă типĕтекен комплекс вырнаçтарса лартма та вăй çитертĕмĕр.

Пытармасăр каласан, малтанхи çулсенче ĕçе йĕркелесе пырасси пит хĕн пулчĕ. Йывăр лару-тăрура çухалса кайманни кăмăл çирĕплĕхĕнчен нумай килнине чăнласах калама пултаратăп. Паллах, çемье те тĕп тĕрев вырăнĕнче пулчĕ. Вăл вăхăтрипе танлаштарсан, халĕ пачах урăхла ÿкерчĕк – куç умĕнчи ÿсĕмсем çулран-çул лайăхран та лайăх, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса тăнине пĕлсе тăратăп.

– Çанталăк условийĕсене пула кăçал акана каярах юлса тухатпăр. Çакăн пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çуркунне 2-3 эрне кая юлчĕ. Апла пулин те çакă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсен ĕçченĕсем пушă лараççĕ тенине пĕлтермест. Машинăпа трактор паркĕсенче те, кĕлет-ангарта та хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. «Хурçă утсене» тата кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тепĕр хутчен ĕçлеттерсе тĕрĕслерĕмĕр, вăрлăхсене ака кондицине çитерессипе нумай вăй хутăмăр.

– Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен районти комисси иртнĕ кунсенче эсир ертсе пыракан коллективра пулчĕ. Сирĕн ĕçе мĕнле хак пачĕç;

– Комисси членĕсен умĕнче хальхинче те пите хĕретмелле пулмарĕ. Мĕншĕн тесен ака стандартне тивĕçекен пахалăхлă вăрлăхпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренипе туллин саппасланнине тĕрĕслевçĕсем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Ĕç алли те çителĕклĕ, механизаторсем пулса ĕçлеме чи шанчăклă çынсене ?Петр Марков, Геннадий Головин/ çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Пит кирлĕ пулсан, хам та трактор çине ларса ака-суха тума пултаратăп.

Ĕçе пахалăхлă тата тухăçлăрах йĕркелес шутпа нумаях пулмасть тепĕр çĕнĕ сеялка та туянма вăй çитертĕмĕр. Техника паркне тăтăш çĕнетсе пыма кирлине ăнланатăп, çĕнĕ технологисемпе усă курни вара ĕç тухăçлăхне ÿстерме çеç пулăшĕ.

– Ÿсен-тăран культурисене çитĕнтернинчен пысăк тухăç алла илнин вăрттăнлăхĕ мĕнре;

– Кĕрхи тулă тухăçĕ пирки калас пулсан та, çакăн валли ятарласа уйăрнă хура пусă лаптăкне малтан акмасăр кантартăмăр. Акнă чухне хутăш удобрени, çуркунне калча çине сеялкăпа кĕрсе аммиак селитри, çум курăка хирĕç кĕрешсе хими препарачĕпе пĕрле минераллă удобрени хыврăмăр. Паллах, ытти культурăсем те, агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса акнăран, тухăçĕпе савăнтарчĕç. Ăнса çитĕннĕ тыр-пула уяр çанталăкра пухса кĕртрĕмĕр – тăкак пулмарĕ.

Тухăç мĕнле пуласси минераллă удобренисемпе усă курнипе тÿррĕнех çыхăннă. Тăпра йÿçĕклĕхне чакарас тĕллевпе кашни çул май пур таран лаптăка извеç çăнăхĕ сапса сухалатпăр. Çак ĕçе кăçал та малалла тăсасшăн. Çĕре извеçленипе çыхăннă тăкакăн 90 процентне, çĕнĕ техника туяннин 40 процентне патшалăхран субсиди парса пулăшни те пирĕншĕн пысăк тĕрев.

– Борис Петрович, ял хуçалăх производствинчи ĕç-хĕле ăнăçлă йĕркелесе пыма камран вĕренсе пыратăр;

– Агротехнологи вăрттăнлăхĕсене ăса илме мана районти ăнăçлă аталанакан фермерсем – Анатолий Петровпа Юрий Цветков пулăшса пыраççĕ. Эпĕ техник-электромеханик специальноçне алла илнĕ, вĕсем вара аслă пĕлÿллĕ чăн-чăн агрономсем, профессири ăсталăхĕ те пысăк вĕсен. Кулленхи ĕçре район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов та нумай пулăшать.

– Кăçалхи тĕллевсем мĕнле;

– Иртнĕ çулхинчен лайăхрах ĕçлемелле. Паянхи тĕп тĕллев – çур аки ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра, тăпрари нÿрĕк вăрлăха шăтма кирлĕ чухлĕ упраннă вăхăтра пурнăçласа хăварма ĕлкĕресси.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code