Орел хулинче иртнĕ Раççей Кубокĕнче Чăваш Ен йывăр атлечĕсем 5 медаль çĕнсе илнĕ.
Унта пирĕн ентешсем те ăнăçлă тупăшнă. Кивĕ Эйпеç пики, Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче вĕренекен Полина Андреева /пĕрремĕш тренерĕ – Виталий Марков/ 49 килограма çитичченхи виçере икĕ енлĕ кĕрешÿре 167 очко пухса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Тепĕр спорт мастерĕ – Любовь Мышова /Иноходова/ 45 килограма çитичченхи виçере 3-мĕш пулма пултарнă. Аслă Пăла Тимеш хĕрĕн пĕрремĕш тренерĕ – Александр Портнов.