Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Чĕрере юрату хуçалансан

Чĕрере юрату хуçалансан

Районти ЗАГС пайĕнче «Мĕн тери телей эсĕ çумра пулни» уяв иртрĕ.

Пирĕн çĕршывра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тума пуçлани мăшăрсен çыхăнăвне тата та çирĕплетесси куç кĕретех. Тĕнче культуринче анлă сарăлнă юрату çинчен хайланă халапсем нумай. Сăмахран, Тристанпа Изольда, Ромеопа Джульетта юратăвĕ çинчен калакан легендăсене пĕлмен, илтмен çын та çук пулĕ. Анчах та вĕсем юрату туйăмĕн пуçламăшĕ кăна, вĕçĕ сарăмсăр вĕçленет. Вырăссен пĕр-пĕрне юратакан Петрпа Феврония хутшăнăвĕсем çинчен калакан халап вара юратупа шанчăклăх символĕ, мăшăрлă пурнăçăн тасалăхĕн идеалĕ пулса тăчĕ. 700 çул ытла православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене аса илеççĕ. Çак мăшăрăн историйĕпе Канаш епархийĕн 4-мĕш округĕн Елчĕк районĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей паллаштарчĕ.

Çемье – пурнăç тĕрекĕ. Унран хаклăраххи мĕн пур-ши? Ахальтен мар аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев халалĕнче çакнашкал йĕркесем хăварнă: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Килĕштерсе, тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр». Мĕн тери ăслă сăмахсем. Аслă вĕрентекенĕмĕр сăмахĕсене ăша хывса, пурнăç çулĕпе нумай çул юнашар утакан мăшăрсене чыс та мухтав.

Кăçал районта ылтăн туй паллă тăвакансем 47 çемье, 55 çул пĕрле кун кунлакансем 15 мăшăр, кевер туй тăвакансем – 12, 65 çул пĕрле пурăнакан 2, 70 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан вара 1 мăшăр.

Сумлă та хисеплĕ мăшăрсене ЗАГС пайне чĕнсе саламласси çулсерен ырă йăлана кĕрсе пырать. Хальхинче те пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса çур ĕмĕр е ытларах та пурăнакан çемьесене хамăр пата чĕнтĕмĕр. Акă, Аслă Пăла Тимешри Виталипе Зинаида Александровсем 57 çул каялла çемье чăмăртанă. Иккĕшĕ те малтанах «Победа» хуçалăхра ĕçленĕ. Унтан Виталий Александрович васкавлă пулăшу машинин водителĕнче чылай çул вăй хунă. Мăшăрĕ вара ялти участок больницинче поварта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Александровсем тăватă хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кашнийĕшĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ. Ỹркенмеççĕ. Ватăсем çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. 9 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнукĕ вара вĕсене савăнăç кỹреççĕ.

51 çул каялла Кĕçĕн Таяпа ялĕнче Германпа Зинаида Герасимовсен çемйи чăмăртаннă. Пĕр ялта ỹснĕскерсем малтанах тăван хуçалăхра тăрăшнă. Унтан Герман Петрович Елчĕкри баянистсене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă та Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче ĕçлеме пуçланă. Çав хушăрах ача садĕнче тăрăшнă. Каярахпа шкулта музыка урокĕсене ертсе пынă.

Зинаида Никандровна Хусанти учетпа кредит техникумĕнчен пĕлỹ илнĕ хыççăн Перекет банкĕнче, унтан ял советĕнче бухгалтерта вăй хунă. Вĕсем виçĕ чипер хĕр çитĕнтернĕ. Кашнийĕшĕ хăйсем юратнă профессие суйласа илнĕ.

Герасимовсем ватăлтăмăр тесе пуç усмаççĕ, паян та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç ỹстереççĕ.

Тĕмерти Валерипе Галина Жуковсем пĕрлешнĕренпе 49 çул çитнине сиссе те юлайман. Иккĕшĕ те тăван колхозра тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Галина Михайловна техник-осеменатор, Валерий Петрович механизатор тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Паян та ватăсем общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартаççĕ.

Жуковсем пилĕк ачине те тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ.

Районти сумлă мăшăрсем йăлана кĕнĕ ырă йĕркепе ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç. Унтан нумай çул юратупа килĕшỹре пурăнакан мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова хисеплĕ çемьесене уяв ячĕпе саламларĕ, «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чыс турĕ. Вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан хисеплĕ çемьесене саламласа парнесем парса савăнтарчĕç. Ачисемпе тăванĕсем те çемьен уявĕнчен пăрăнман, ашшĕ-амăшне чыслама килнĕ. Ăшăлăх, юратун иксĕлми туйăмĕ сарăлчĕ пухăннисем хушшинче.

– Мĕн тери телей эсĕ çумра пулни, – тесе пĕр-пĕрне ăшă та юратуллă куçсемпе пăхаççĕ мăшăрсем.

Уява Аслă Елчĕкри Петрпа Наталия Вастуловсене те йыхравлани ыт ахальтен мар. Виçĕ ачаллă çемье «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен» саккунĕпе килĕшỹллĕн харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификата илме тивĕç пулчĕ. Çамрăк мăшăр «Акатуй» сахал яваплă обществăра тăрăшать.

Çемье – çут çанталăк панă хăйне евĕрлĕ ахах-мерчен. Упрасчĕ ăна.

Уява Тỹскелти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ çепĕç юрă-кĕвĕпе илем кỹчĕ.

Н.БАЙМУШКИНА. Е.Игнатьева сăн ỹкерчĕкĕнче: уяв хыççăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code