Çак 1970 çулхи сăн ỹкерчĕкре Аслă Пăла Тимешĕнчи участокри больница сăнланнă. Мĕнле пулса пынă-ха çак сыватмăшăн историйĕ?
XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Чăваш Республикинче вируслă куç чирĕ — трахома анлă сарăлнă пулнă. Республикăра пурăнакан халăхăн 34 проценчĕ, Елчĕк районĕнчи çынсен 42 проценчĕ трахомăпа чирлĕ пулнă. Çакна шута илсе республикăри ВКП(б) обкомĕн 1933 çулхи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ялсенче чирпе кĕрешмелли ятарлă пунктсем уçнă. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче те 1935 çулта ял çыннисене трахома чирĕнчен сыватма куç стационарне (трахпункт) йĕркеленĕ — ăна клуб çуртĕнче вырнаçтарнă. Чирпе кĕрешме ятарлă çурт пулманнипе каярахпа трахпункт Нестор Евграфов (хальхи вăхăтра Владимир Елисеевич Портнов хуçалăхĕ), Трофим Трофимович Иванов, Терентий Романович Мукин çурчĕсенче те вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен унта Екатерина Мукина, вăрçă хыççăн Мария Анисимова, Юлия Емельянова (Баринова), Таисия Михайловская (Чернова) сестрасем ĕçленĕ. Вĕсен пысăк пайне Елчĕкри больница çумĕнчи 4 уйăхлăх курсрах хатĕрленĕ. Районти врачсем, фельдшерсем, сестрасем ырми-канми тăрăшнипе чире майĕпен çĕнтерсе пыма пуçланă. Çакăн хыççăн трахпунктсене хупма пуçланă е вĕсене фельдшер пункчĕсемпе пĕрлештернĕ. 1958 çулта трахомăпа чирлĕ 48 çынна çеç тупса палăртнă. Пирĕн ялта та фельдшер пункчĕ валли 1958 çулта пилĕк стеналлă пура пурама пуçăннă. Ăна тепĕр çулхине ятарласа Ломоносов урамĕнче (хальхи Больница урамĕ, 4-мĕш çурт) çĕнĕ çурт туса лартнă. Унта 1961 çулта çĕнĕ шкул хута яриччен ачасем те вĕреннĕ. Çапла вара çĕнĕ çуртра фельдшер пункчĕ ĕçлеме пуçланă. Çуртăн хĕвел анăç пайĕнче Аслă Пăла Тимеш тата Исемпел ялĕсенче пурăнакансене сывлăха сыхлас енĕпе пулăшу панă. Тепĕр енчи пỹлĕмĕнче Александр Петрович фельдшерпа кĕçĕн классене вĕрентекен Александра Степановна Петровсен çемйи пурăннă. Çĕнĕ фельдшер пунктĕнче Александр Петрович Петров, Зинаида Николевна Николаева (Люлина), Елизавета Владимировна Портнова (Лебедева), Алевтина Андреевна Железова (Михайловская), Лидия Алексеевна Михайловская (Кудрявцева) фельдшерсем ĕçленĕ. Санитар ĕçĕсене Валентина Макаровна Елисеева (Кудрявцева), ун хыççăн Агния Платоновна Кудрявцева, вăл пенсие кайсан Надежда Зиноновна Баранова пурнăçланă.
Сăн ỹкерчĕкри Аслă Пăла Тимешĕнчи участокри больницăна 1970 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче уçнă. Шурă кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурта Ленин орденлă «Победа» колхоз укçи-тенкипе 1968-1970 çулсенче туса лартнă та Елчĕкри тĕп больницăн тытăмĕ çине куçарнă. Ялти участокри больница — пĕрремĕш врач пулăшăвĕ паракан медицина учрежденийĕ пулнă. Унăн кулленхи ĕçне койкăсен хисепĕпе, çирĕплетсе панă таврари ялсенче пурăнакан халăх шучĕпе тата çав тăрăхра вырнаçнă предприятисем пуррине шута илсе палăртнă. Участокри больницăсем паракан стационарлă медицина пулăшăвĕн енĕпе калăпăшĕ ăна пурлăх енчен пуянлатассинчен тата врач-специалистсем пурринчен килет. Участокри больницăсенче пĕтĕмĕшле профиль койкисене тата тĕрлĕ уйрăмсен койкисене (хирурги, ача-пăча тата инфекци) вырнаçтараççĕ. Халăха квалификациллĕ врач пулăшăвĕпе тивĕçтересси, чир-чĕрпе травматизма чакарасси тата профилактика ĕçне вăйлатасси, амăшĕпе ачан сывлăхне сыхлас енĕпе сиплевпе профилактика ĕçĕсене ирттересси, ФАПсен ĕçне организаципе методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесси тата пулăшу парасси участокри больницăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ. Çак больницăра сменăра 50-шар çын йышăнма пултаракан поликлиника тата 27 койка валли стационар вырнаçнă пулнă. Медицина пулăшăвне хирурги, терапи, физиотерапи, педиатри, стоматологи, гинекологи енĕпе тивĕçтернĕ. Кунтах лаборатори, апат-çимĕçпе тивĕçтерекен тата кĕпе-йĕм çăвакан уйрăмсем, вĕсемсĕр пуçне хуçалăхра кирлĕ сарайсем тата икĕ автомашина лартмалли гараж пулнă. Больница Аслă Пăла Тимеш ял совечĕн тăрăхĕнче вырнаçнă 10 ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Вăл вăхăтра штатра 3 тухтăр тата 16 медицина сестри пулнă. Вĕсемсĕр пуçне завхоз, водитель, санитаркăсем, кухня ĕçченĕсем тата ытти тĕрлĕ рабочи хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă.
Участокри больницăра тĕп врачсем пулса Анатолий Леонтьевич Васильев — Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ (1970-1976), Валентина Андреевна Теллина — Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ (1976-1984), Али Кадиевич Умалатов (1984-1987), Светлана Родионовна Алюнова (1987-1989), Николай Николаевич Патшин — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ (1989-1990), Антонина Евгеньевна Мартынова (1990-1995), Надежда Васильевна Сунгатуллина 1995 çултан пуçласа — вăй хунă.
2002 çулхи декабрьте Аслă Пăла Тимешĕнчи участокри больницăра чирлĕ çынсене кăнтăрла выртмалли 10 вырăн çеç хăварса пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне (тухтăр пулса С.Р.Алюнова ĕçленĕ) уçнă.
2006 çултан районти тĕп больницăн ялти участокри больницăри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçнă. Кунта ЭКГ кабинечĕ, терапи, стоматологи, гинекологи, процедура уйрăмĕсем тата кăнтăрла выртмалли 5 вырăн уйăрнă. Штатра 5 ĕçлекен пулнă. Пĕтĕмĕшле практика врачне С.Р.Алюновăна çирĕплетнĕ.
2007 çултан койкăсен хисепне кăнтăрла выртма 15 вырăн тата поликлиника валли 15 вырăн таран ỹстернĕ.
Юлашки çулсенче ялта пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн икĕ кабинечĕпе стоматологи вырнаçнă врач амбулаторийĕ ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн 1-мĕш номерлĕ кабинечĕ. Заведующийĕ — Маргарита Николаевна Рыбкина, çемье практикин врачĕ. Пулăшу территорине Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Исемпел ялĕсем кĕреççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн 2-мĕш номерлĕ кабинечĕ. Заведующийĕ — Надежда Васильевна Сунгатуллина. Пулăшу территорине Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Сăрьел, Энтепе, Çĕнĕ Арланкасси, Кивĕ Арланкасси ялĕсем кĕреççĕ.
Хальхи вăхăтра Аслă Пăла Тимешри амбулаторинче чирлĕ çынсене Н.В.Сунгатуллина врач йышăнать. Стоматологи кабинетĕнче чылай çул Елена Владимировна Хушкина шăл тухтăрĕ ĕçлет.
2023 çулхи майăн 11-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп больницăн Аслă Пăла Тимешри васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан филиалне уçнăранпа 38 çул çитет. Çак филиалта ĕçлекен пĕрремĕш фельдшерсем — Раиса Васильевна Сорокина, Роза Дмитриевна Макарова, Светлана Васильевна Алексеева, водительсем — Виталий Александрович Александров, Анатолий Дмитриевич Алексеев пулнă. Филиал участокри больница çуртĕнче вырнаçнă пулнă, паянхи куна ун валли 4 пỹлĕм уйăрнă. Филиалта Нина Зиновьевна Казакова, Александра Ильинична Овчинникова фельдшерсем нумай çул ĕçленĕ. С.В.Алексеева аслă квалификациллĕ категорири фельдшер паянхи кун та çак ĕçрех пĕр улшăнмасăр тимлет.
Чăваш Енри васкавлă медицина пулăшăвне 1926 çулта хута янă, унăн ячĕ çултан-çул ылмашăнса пынă. Хальхи вăхăтра Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн регионти мĕн пур васкавлă пулăшу уйрăмĕсене пĕр тĕвве пĕрлештерсе ятарлă организаци пулса тăнă.
2020 çулта уйрăмра 4 фельдшер, 4 водитель тата 2 кĕçĕн медперсонал ĕçленĕ. Паянхи кун Аслă Пăла Тимешри васкавлă медицина пулăшăвĕн филиалĕ 6246 çынна (çав шутран 1194-шĕ ачасем) пулăшу пама хатĕр тăрать. «Сывлăх» наци проектне пурнăçлама уйрăма хальхи вăхăтри пысăк технологиллĕ оборудованисем вырнаçтарнă, васкавлă 2 автомашинăпа тивĕçтернĕ. Петр Васильевич Алексеев, Илья Владимирович Баранов, Гурий Николаевич Жирнов, Вячеслав Анатольевич Овчинников пĕрремĕш категориллĕ водительсем ĕçлеççĕ кунта. Виталий Александрович Александров, Павел Петрович Жирнов водительсем те нумай çул çак уйрăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
1969 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче участокри больница çуртĕнчи пĕрремĕш хутра аптека пунктне уçнă (хальхи вăхăтра вăл вырăнта васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ вырнаçнă). Штатра икĕ фармацевтпа санитарка тăрăшнă. Аптека 1975 çултан пуçласа специалистсем валли туса лартнă икĕ хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнчи пĕр пỹлĕмĕнче вырнаçнă. Тĕрлĕ вăхăтра çак аптекăра Галина Ивановна Шевцова (Михайлова), Тамара Минина, Луиза Александровна Николаева (Столярова), Галина Федотова, Нина Груздева, Раиса Ложкина, Антонина Марковна Сардаева (Шахеева), Татьяна Краснова, Надежда Васильевна Расколова фармацевтсем ĕçленĕ. Аптекăра санитаркăра Антонина Афанасьевна Петрова, ун хыççăн Ираида Дмитриевна Портнова ĕçленĕ.
1985 çулта ĕçлеме килнĕ Надежда Петровна Викторова (Маркова) паянхи кун та аптека пунктĕнче вăй хурать, нумай çул ĕнтĕ заведующи тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăл эмел туянма пынă çынсемпе яланах ăшă кăмăллă, эмелсем пирки тĕплĕн ăнлантарса парать, халăх ыйтăвне вăхăтра тивĕçтерме тăрăшать.
Ыррине ĕненсе кунсеренех ĕçе васкаççĕ çак çуртсенче тăрăшакан шур халатлă медицина ĕçченĕсем. Халăха пулăшу парасси вĕсен тивĕçĕ çеç мар, чун ыйтни те. Хăйсене шеллемесĕр, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ сиплевçĕсем. Хăйсем патне пынă кашни çынна чĕререн пулăшма, май килнĕ таран ăнлантарма тăрăшаççĕ çак пархатарлă та сăваплă ĕçре тимлекенсем.
В.ПЛОТНИКОВ.