Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ака ĕçне пĕтĕмлетер-и?

Ака ĕçне пĕтĕмлетер-и?

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче черетлĕ çур акире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18315 гектар (101 процент), пĕр çул ỹсекен курăксене 3242 гектар (105 процент) акса хăварнă. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне илсен, 186 гектар çинче (52 процент) çĕр улми лартнă. Çак ĕç малалла пырать.

Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ вара, округĕпе илсен, 8305 гектар йышăнать. Агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн лаптăксене 4 çултан, çум курăк айне путиччен, пăсса çĕнĕрен акмалли паллă. Нумай çул ỹсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкне шута илсен, вĕсене кашни çул 2000 гектартан кая мар пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Чăн ỹкерчĕк урăхларах — округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнче хатĕрленĕ сводкăна тишкерес пулсан ăна кăçал ытти культурăпа хутăш 443 гектар, хăйне кăна 40 гектар анчах акса хăварнă. Çакă пысăк çитменлĕх пулнине агрономсем хăйсем йышăнаççĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксене кăçал 3 хуçалăхра анчах: «Прогресс» АХОра — 200, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 153, «Энтепе» ОООра — 50, Александр Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 40 гектар чухлĕ ытти культурăпа хутăш, «Клевер» ОООра хăйне кăна 30 гектар акнă. Ыттисем пирки çакна калаймăн.

Нумай çул ỹсекен курăксене акса çитĕнтернин пĕлтерĕшĕ вара, чăннипех, пысăк. Вăл пусă çаврăнăшне тивĕçлипе йĕркелесе пыма май панине, тăпра структурине лайăхлатма, анасене çум курăкран тасатма, уйрăмах хир сĕллине (овсюг) пĕтерме пулăшнине, люцерна тата клевер йышăнакан лаптăксенчи тăпрана азотпа пуянлатнине пĕлетпĕр. Унсăр пуçне, тухăçлă çитĕнекен нумай çул ỹсекен курăкран фермăри ĕне выльăха хĕл кунĕсенче умран юличчен тăрантарма пахалăхлă сенаж, утă хатĕрлеме пулни те каламасăрах паллă. Апла пулсан, вĕсене кирлĕ таран акса хăварайманнин сăлтавĕ мĕнре? Вăрлăха укçа парса туянма хаклă пулнинче тата вырăнта сахал туса илнинче мар-и?

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code