Вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле патшалăх аттестацийĕ вĕçленнĕ май пĕтĕмлетме те вăхăт.
Малтанах 9-мĕшсем пирки. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 172-ĕн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 2-шне, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене, экзаменсене çăмăл йĕркепе тыттарнă, 3 ача шкул пĕтерни çинчен çирĕплетекен свидетельство илнĕ.
Тăххăрмĕшсен 4 экзамен витĕр тухмалла. Вырăс чĕлхипе математика предмечĕсене пурин те тытмалла пулсан, ыттине — хăйсем тĕллĕн суйласа. Кунта пĕтĕмпе 10 предметпа тĕрĕсленнĕ вĕренекенсем. Çав шутран историпе, литературăпа, акăлчан чĕлхипе пĕрер ача çеç пулсан, географипе вара чи нумаййи — 110. Тĕрĕслев витĕр тухайманнисем каярахпа резерв кунĕсенчи экзаменсене хутшăннă. Унта та «такăннă» 13 ачан сентябрь тапхăрĕнче каллех хăйсен пĕлĕвне кăтартма тивет. Палăртмалла: Патреккелти тĕп шкулти пĕр ача та «2» паллă илмен.
11 класра пĕлỹ пухнă 84 ача пурте хутшăннă тĕрĕслевсене. Вырăс чĕлхипе Çирĕклĕ Шăхальсемпе (вăтам балл — 65) Аслă Елчĕксене (64) ытларах ăнăçнă. Лаш Таяпасен вара чи пĕчĕк кăтарту — 40 балл. Округ шайĕпе асăннă предметпа тивĕçнĕ вăтам балл — 60,45.
Профильлĕ математика предмечĕпе вăтам балл 52,42 пулнă. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, ку кăтарту чакнă. Чи лайăххи — Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăвасен: 57 тата 55. Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем 50-шар балпа çырлахнă.
Уйрăм предметсемпе хăш-пĕр ачасем çĕнсе илнĕ чи пысăк балсем: вырăс чĕлхипе — 95, историпе — 93, обществознанипе — 92, химипе — 90.
Вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн округри виçĕ шкулти 5 çамрăка ылтăн медальпе чысланă. Икĕ ачан вара сентябрь уйăхĕнче каллех тĕрĕсленмелле: пĕрин математикăпа, теприн — вырăс чĕлхипе.
Шкулпа сыв пуллашнисене кашнинех хăйсем юратакан специальноçа вĕренсе алла илме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма ырă сунас килет.
Елена НИКИФОРОВА,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.